15 марта 2017 г.
"Ир вăранакан яланах тутă пулнă", - теççĕ халăхра. Çак каларăша вара "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче вăй хуракансем хăйсем ĕçе пуçăннăранпах тытса пыраççĕ. Çавăнпа та вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те ăнса пырать пулĕ, таврари ял халăхĕ те хуçалăха ертсе пыракансене хисеплет.
"Хуçалăх ĕçе юратакан çынсем çинче тытăнса тăрать. Чылайăшĕсемпе нумай çул алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Хĕллехи вăхăтра хуçалăхра 18-20 çын тăрăшать. Çуркунне çитсен вара ыттисене те ĕçе явăçтаратпăр. Ытларах чухне районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса ĕçлес кăмăллисене вăхăтлăха ĕçе илетпĕр. Çын ĕçлесе укçаллă пулас тет пулсан таçтан та ĕç тупăнать, ан ÿркен кăна, мĕн ĕç тума ыйтнине яваплăха туйса пурнăçла, вара ăна ĕç паракан та кăмăлласах йышăнĕ. Иртнĕ çуракинче те пирĕн хуçалăхра ĕçпе тивĕçтерекен центртан 25-30 çын вăй хучĕç. Çапла вара хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче 50-60 çын таранах ĕçлет. Кăçалхи çуракинче 1300 гектар пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварасшăн, 235 гектар çинче çĕрулми лартма тĕллев тытнă. Элита çĕрулми вăрлăхне пурĕ 100 тонна туянасшăн, вĕсенчен "Бриз" сортлине 60 тонна, ир çитĕнекен "Коломбо" сортлине - 40 тонна. Ытти вара пĕлтĕр хамăр участокра çитĕннĕ "Гала" сортлă çĕрулми пулĕ. Акана хутшăнма техники те, механизаторĕсем те, водительсем те çителĕклĕ. Механизаторсем хальхи вăхăтра мĕнпур техникăна техосмотр кăларма хатĕрленеççĕ. Сĕрмелли-çунтармалли материалсене, минераллă удобренисене, вăрлăхлăх пĕрчĕллĕ культурăсене туяннă. Пĕтĕмĕшле илсен çуракинче ытлашши чăрмавсемех пулмалла мар. Çуракинче акса-лартса хăварнисĕр пуçне пирĕн пушă выртакан çĕрсемпе те чылай ĕçлемелле, çĕр ĕç культурине те ÿстерсех пымалла. Унсăр пуçне ялхуçалăх продукцине туса илсе кирлĕ çĕре ăнăçлă вырнаçтарса, хуçалăхра вăй хуракансене шалу укçипе тивĕçтермелле", - тет хуçалăх руководителĕ Г.Ямуков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
Эпир хуçалăха çитнĕ вăхăтра В.Обручковпа С.Иванов механизаторсем сеялка юсанă çĕрте тĕрмешетчĕç. М. Миронов вара вĕсене кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма хатĕрри çинчен кăмăллăн пĕлтерчĕ. "Çураки вăхăтĕнче чăрмав ан кÿтĕр тесе вăхăтра та пахалăхлă юсас тесе тăрăшатпăр-ха. Çанталăкĕ кăна лайăх тăтăрччĕ", - теççĕ механизаторсем хавхалануллăн.
Хуçалăхра техникăна юсанисĕр пуçне вăрлăхлăх урпана та тасатса сортлатчĕç. Кунта С.Сидоровпа В.Авдеев рабочисем тăрăшаççĕ. Вĕсем ку ĕçре пуçласа мар ĕнтĕ, вĕрентмелли те кирлĕ мар, мĕн тумаллине хăйсемех пĕлеççĕ. Вĕсем пирки хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем теме те пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене иккĕшне те ĕçре уйрăмах палăрнăшăн Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесем парса чысланă. Çураки умĕн ку хуçалăхра ĕç шавĕ кĕрлеме тытăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.