11 марта 2017 г.
Çуркуннехи хĕвел хĕртсе пăхать. Кун вăрăмланни самаях сисĕнет. Хресчен ыйхи вара кĕскелет. Умра пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттермелли пысăк шухăшсем. Хальхи вăхăтра районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çурхи ака ĕçĕсем валли тырă аллаççĕ, техникăна уя кăларма хатĕрлеççĕ.
Акă Пысăк Енккассинчи "Сергеев В.М." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче те тулă аллаççĕ, техникăна юсаççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕн Вячеслав Михайловичăн çĕр çинче ĕçлес кăмăлĕ пысăк, мал ĕмĕтлĕ вăл. Удобрени хатĕрлесе хунă-ха вăл, анчах вăрлăхлăх урпа çитеймест-ха, çитес вăхăтра "Владимирский" сорт туянмалла. "Симбирцид" ятлă тулă сортне акма палăртнă. "Раççей ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн уйрăмĕн ĕçченĕсем акма хатĕрлекен тырра кунти склада килсе те тĕрĕсленĕ, хăйсен патĕнче лабораторире те анализ тунă.
416 гектар çĕр çинче ĕçлекен В.Сергеев кăçал та 180 гектар çинче урпа, 170 яхăн гектар çинче тулă, 10 гектар çинче çĕрулми, 5 гектар çинче тĕрлĕ пахча-çимĕç лартма палăртнă /кĕрхи культурăсем 50 гектар йышăнаççĕ/. Кăçал вăл купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман çитĕнтересшĕн.
Эпир пынă вăхăтра арçынсем: Андрей Леонтьев, Александр Никифоров, Алексей Ефремов техникăна юсатчĕç. Çĕннине илме палăртман-ха хальлĕхе. Патшалăх пулăшăвĕ витĕмлĕ пуласса шанать Вячеслав Михайлович. Субсиди илмелли документсене хатĕрлесе çитернĕ-ха вăл.
Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче ял халăхĕ те ĕçе кÿлĕнессе шанать В.Сергеев. Çын алли çитмест хальхи вăхăтра.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.