АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕчĕ çывăхланса пырать

11 марта 2017 г.

Ĕмĕчĕ çывăхланса пырать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çак кунсенче Энĕшпуç ялĕнчи культура çуртне тăвакан объектри ĕçсемпе паллашнă.

Паянхи кун кунта пĕр харăс 150 çын вырнаçмалăх культура çуртне хăпартас ĕç пырать. Асăннă ĕçе "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ" акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ /ÿкерчĕк çинче/. Строительство ĕçĕсем "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси çинчен" Раççей Федерацийĕн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Строительство объектне пурнăçлама пĕтĕмĕшле 27 миллион тенкĕ уйăрнă.
Астăватпăр-ха, иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче культура çурчĕн никĕсне чаплă лару-тăрура капсула вырнаçтарса хăварчĕç. Çак кун каçкÿлĕм республикăран та, районтан та яваплă çынсем, вырăнти ял халăхĕ, шкул ачисем йышлăн пухăннăччĕ. Кунта пулас ăрусене халалласа астăвăм капсулине тĕрлĕ ăру çыннисем хăйсен шухăшĕсене палăртнă çырăва хучĕç. Çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов та: "Пулас культура çурчĕн залĕнче куракансем яланах йышлă пуласси, тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттересси тата çакă ырă йăлана кĕрсе пырасси пирки иккĕленместĕп", - тенĕ.
Чăн та, Энĕшпуçсен тахçанхи ĕмĕчĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çывхарса пырать. Малтанхи тапхăрта культура çурчĕн стена панелĕсене вырнаçтарчĕç. Тул енчен кирпĕчпе хăпартрĕç, çивиттине витрĕç. Çакăнта федераци хыснинчен уйăрнă 8770 пин тенкĕпе туллин усă курчĕç. Паянхи кун объекта ăшă пырать, кунта шалти ĕçсене 19 çын пурнăçлать. Ĕçлĕ калаçу тапхăрĕнче "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ" АХО руководителĕ Н.Зайцев райадминистраци пуçлăхне А.Тихонова çывăх вăхăтра тумалли ĕçсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех строительство ĕçĕсем пынă вăхăтра тухса тăракан ыйтусене те хускатнă.
Палăртас пулать, объектра строительствăпа монтаж ĕçĕсем çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика