АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тата хăрушсăрлăх

11 марта 2017 г.

Ачасем тата хăрушсăрлăх

Аслă ÿсĕмри çынсемшĕн ачасем чи хаклă тупра. Анчах та час-часах вĕсене килте те, урамра та нумай хăрушлăх кĕтет. Шкул çулне çитмен ачасем уйрăмах нумай хускалма юратаççĕ, ларма-тăма пĕлмеççĕ, нумай япала пĕлессишĕн çунаççĕ. Çакăн пек чухне вĕсем хăрушлăхлă лару-тăрăва кĕрсе ÿкме пултараççĕ.

Пирĕн тĕп тĕллев - ачасене хăйсен ĕçĕсемшĕн яваплă пулмаллине вĕрентесси. Ачасен аталанăвĕн тĕп енĕсене палăртнă май эпир вĕсене сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн усăллă правилăсене хăнăхтаратпăр. Ачасене çак правилăсене тĕплĕн ăнлантарса памалла, вĕсене епле пурнăçланине тĕрĕслемелле. Çак вăхăтрах ачасене çут тĕнче усал, хăрушă япаласенчен кăна тăманнине те пĕлсе ăнлантармалла. Тĕнче илемлĕ те тĕлĕнмелле кăсăклă, хамăршăн мĕн те пулин çĕнни уçасси илĕртÿллĕ, савăнăçлă. Ачана мĕн те пулин çĕннине вĕрентмелли тĕп мелсенчен пĕри вăл - вăйă. Вăйă урлă ачасене хăрушсăрлăх правилисене лайăх ăнлантарма пулать. Эпир ачасемпе темиçе тĕрлĕ енпе ĕçлетпĕр: калаçусем, дидактика вăййисем, экскурсисем, вĕрентÿ йĕрки. Пирĕн ĕçри тĕп тĕллев кашни ачана пурнăçра пулма пултаракан инкек-синкекрен сыхланма, хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентесси. Ачасен хăрушсăрлăхĕ аслисенчен килет вĕт. Пĕчĕкренех вĕсене хăйсемшĕн яваплă пулма хăнăхтармалла. Çапла пулсан инкек-синкек пирĕн ачасенчен айккинче çÿрĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Орлова, "Колосок" ача сачe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика