АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿпере - пĕр хĕвел, çĕр çинче - пĕр анне

11 марта 2017 г.

Тÿпере - пĕр хĕвел, çĕр çинче - пĕр анне

Тÿпере - пĕр хĕвел,

Çĕр çинче - пĕр анне.
Çавăнпа эс ялан
Упрасам вĕсене.
Çак сăмахсемпе пуçланчĕ мартăн 7-мĕшĕнче Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уяв. Анне пурри - телей. Пирĕншĕн унран хакли никам та çук. Унăн ырă сăмахне, ĕçне, вĕрентĕвне эпир нихăçан та манас çук. 
Çак уявра С.Долгова тата Г.Матвеева класс ертÿçисем ертсе пынипе пуçламăш классенче вĕренекенсем питĕ активлă хутшăнчĕç. Вĕсем амăшĕсене, асламăшĕсене, кукамăшĕсене тĕрлĕ сăвăсемпе, юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. Ачасем амăшĕсемпе пĕрле тĕрлĕ вăйă-конкурссене хутшăнчĕç. 
Юлашкинчен ачасем амăшĕсемпе асламăшĕсене хăйсен аллисемпе хатĕрленĕ парнесем парса савăнтарчĕç. Асăннă мероприяти пурин кăмăл-туйăмне те çĕклерĕ. Уйрăмах амăшĕсемшĕн, асламăшĕсемшĕн çак мероприяти пысăк парне пулчĕ. Лайăх кăмăл-туйăмпа тулнă хĕрарăмсем, вĕсен ачисем асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: С.ДОЛГОВА, Г.МАТВЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика