11 марта 2017 г.
Февралĕн 23-26-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Раççейре каратэ WKC енĕпе мала тухассишĕн 8-мĕш уçă чемпионат тата каратэн пур стилĕсемпе те Пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ.
Çак ăмăртăва Раççейри 29 регионтан 2000 çын хутшăннă. Çав шутра Вăрмарти Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн спортсменки, Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Кристина Долгова 14-15 çулхи хĕр ачасем хушшинче ката енĕпе пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех Кристина Раççейре каратэ WKC енĕпе мала тухассишĕн иртнĕ 8-мĕш уçă чемпионатра командăри ката енĕпе 16 Ç категорире 3-мĕш вырăна тухнă.
ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2017 çулхи январь уйăхĕнчи 2-мĕш номерлĕ Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Кристинăна ятарлă стипенди пама йышăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.Долгова.