07 марта 2017 г.
Районта юлашки çулсенче ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Ял çыннисем çĕнĕ çуртсем лартаççĕ. Çулсене çĕнетеççĕ, кĕперсене юсаççĕ, çăлкуçсене тирпей-илем кĕртеççĕ. Ял тăрăхĕнчи предпринимательсем производство йĕркелесе çынсем валли ĕç вырăнĕсем туса параççĕ, çав вăхăтрах сусăр çынсем пирки те манса каймаççĕ, вĕсен кăмăлĕсене тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Эпир те вĕсемпе пĕр шай ĕçлесе пыма тата район экономикине аталантарассишĕн вăй хума тăрăшатпăр. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2,5 хут нумайрах продукци туса кăларса вырнаçтартăмăр. Пирĕн таварсене хамăр районта пурăнакансем кăна мар, тĕрлĕ республикăсемпе облаçсенчи предприятисем тата уйрăм çынсем, Мускав хули таранах туянаççĕ. Пирĕн предприятинче ĕçлекен харсăр та ăста çĕвĕçсем тата ытти ĕçсене пурнăçлакансем хăйсен ĕçне яваплăха туйса, пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Пĕрне ырласа, тепĕрне хурлама сăлтавĕ те çук. Хăшĕсем предприяти уçăлнă кунранпах пирĕнпе пĕрле алла-аллăн ĕçлеççĕ. Харсăр та йывăрлăха çĕнтерме пултаркан хĕрарăмсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чунтанах ăшă сăмахсем калас килет.
Вĕсен аллине лексен пур ĕç те парăнать, çавăнпа ĕçĕ те ăнăçать. Район Чăваш Республикинчи хуласемпе муниципаллă районсем хушшинче инвестици активлăхне палăртассипе ирттернĕ рейтингра тăрăшуллă ĕçлесе пыракан лайăх районсен шутĕнче пулнинче те пирĕн предприятинче ĕçлекен хĕрарăмсен тÿпи пуррине палăртса хăварма кăмăллă.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Вăрмар поселокĕнчи "Березка" ача садне çÿрекенсем пирĕн çĕвĕ фабрикинче ĕçлекенсене савăнăçлă уяв концерчĕ парнелерĕç. Кулленхи ĕçрен пăрăнса ачасен пултарулăхĕпе киленме май пурри хăйне майлă савăнăç пулчĕ çĕвĕçсемшĕн. Ачасем вара чăннипех те пултаруллă. 3 ушкăнри ачасем умлă-хыçлă тумĕсене улăштарса тĕрлĕ-тĕрлĕ ташăсемпе, юрă-сăвăпа тыткăнларĕç. Хамăр енчен эпир те вĕсене пĕчĕк парнесемпе савăнтартăмăр.
Хамăрăн çĕвĕ фабрикинче ĕçлекен хĕрарăмсене мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чунтан-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, çемйисенче телей, ăнăçу, тулли пурнăçпа савăнса пурăнма сунатăп.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.Белоусова, "Светлана" тулли мар яваплa общество пуcлaхe.