07 марта 2017 г.
Мăнçырма ял библиотекинче тĕрлĕрен мероприятисем час-часах пулса иртеççĕ, ачасем çеç мар, аслăрах çулсенчисем те кăмăлтанах, хаваспах çÿреççĕ унта. Вĕсене йĕркелесе ирттерекенĕ - библиотека заведующийĕ Наталия Ильина. «Пĕччен суран типсех пырать», - тенĕ пек, хуть те хăш мероприятие ирттерме те унпа пĕрле яланах культура çурчĕн ĕçченĕсем - Эльза Кузнецовăпа Людмила Романова.
Çак кунсенче кăна Наталья Олеговна тăрăшнипе Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрăн ĕçченĕсем - киле социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ Н.Александрова тата васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ Н.Скворцова - библиотекăн вулав пÿлĕмĕнче Мăнçырма ял çыннисемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Чи малтанах сăмах Чăваш Республикинче 2017 çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пирки пулчĕ. Надежда Ивановнăпа Надежда Владимировна социаллă пулăшу илекенсемпе уйрăммăн калаçу ирттерчĕç, çавăн пекех тĕл пулăва пырайманнисем патне килĕсене çитсе курчĕç, тĕрлĕрен ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Центр ĕçченĕсем уйрăм çынсем патне тухса кайсан пуçтарăннисене вĕсем илсе килнĕ «Чун уççи» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем хăйсен сăвви-юррисемпе савăнтарчĕç. Чăнахах та çулсем иртнине туйман çынсем пуçтарăннă ку ушкăна. Ăна ертсе пыраканĕ Елена Ильинична Сергеева, çамрăкран пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ?56 çул шкулта ĕçленĕ терĕ вăл, çавăнпа та пенсие тухсан миçе çул ĕçленине калама та пултараймастăп/ вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, районта ĕçленĕскер, тен, чăвашла калаçсах та курман пуль. Халĕ вара пĕр вырăсла сăмах хушмасăр чăваш сăмахĕсемпе тап-таса калаçса «Чун уççи» ушкăна ертсе пырать, программăра ытларах - чăваш юррисем. 85 çулхи Елена Ильинична çине пăхсан ăна уйрăммăн ăшă-ăшă сăмахсем калас килет, анчах ăна тав туса калама юрăхлă сăмах тупасси те пулмасть пуль.
Любовь Петровна Генина, ывăну, сÿрĕклĕх мĕнне пĕлменскер, Аслă Чак ялĕнчен çÿреме ÿркенмест. 42 çул шкулта ĕçленĕ педагог, район хаçатĕнче час-часах пичетленекен сăвăсен авторĕ, уçă сасăпа юрлама пултарнисĕр пуçне купăс каласа ташлаттарма та, хăй те сиксе тăрса ташлама та пултарать. Пур енлĕ пултаруллă çын тесе хаклас килет ман Любовь Петровна пирки. Çынпа вăл яланах вашават, сăпайлă, шалта çунакан чун хĕлхемне çынна кăтартмасть.
Ушкăнра тепĕр купăс ăсти те пур. Вăл - Антонина Васильевна Александрова, Кĕлкеш ялĕн хÿхĕм пики, халĕ Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕскер. Сĕтел-пукан фабрикинче 30 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ĕçри пултарулăхшăн «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă. «Чун уççи» ушкăна çÿреме питĕ килĕшет, пĕр-пĕринпе эпир туслă, ăнланса, килĕштерсе пурăнатпăр», - тет вăл сăмах майăн.
Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Ильинична Федорова халĕ Чулкасра пурăнать. Сĕт-çу заводĕнче 21 çул ĕçленĕ хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялта почтальонра ĕçленĕ. «Ĕç ветеранĕ» медаль унăн ĕçне пысăк хак панине кăтартать.
Ушкăнăн тепĕр юрăçи - Мария Львовна Алексеева - Вăрмар поселокĕнчен юрлама çÿрет, сĕт-çу заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ĕç ветеранĕ.
Римма Николаевна Курбанова «Чун уççи» ушкăна юрлама юратсах çÿренине пытармасть. Ĕç çулĕсем унăн та Антонина Васильевнăпа пĕрле сĕтел-пукан фабрикинче иртнĕ. Тивĕçлĕ кану çулĕсене те ĕçтешсем пĕр ушкăнрах ирттереççĕ.
Ĕç ветеранĕсенчен йĕркеленнĕ «Чун уççи» пултарулăх ушкăнĕ пысăках та мар, анчах та ĕçĕ унăн курăмлă. Чуна пырса тивмелле шăрантарнă юрăсемшĕн ушкăн ертÿçине тата юрăçсене библиотека заведующийĕ Н.Ильина, культура çурчĕн директорĕ Э.Кузнецова, художествăлла пултарулăх ертÿçи Л.Романова, хĕрарăмсен Совечĕн председателĕ З.Илларионова, библиотека ĕçĕн ветеранĕ Т.Денисова, Р.Порфирьев, Л.Петров тав сăмахĕ каларĕç.
Л.Генинапа А.Александрова янăраттаракан купăс кĕввипе пухăннисене Л.Петров нумайччен чăваш ташши ташлаттарчĕ. Чăннипех те иртекен çулсене туйма та, шутлама та вăхăт çук пултаруллă юрăçсен, вĕсем яланах çул çинче, çынсем хушшинче, чунĕпе - юрă-ташăра.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА.