07 марта 2017 г.
Аннерен хакли çĕр çинче çуккине пурте пĕлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакă вăл ачасем еплерех çитĕнесси çемьерен пуçланнине пĕлтерет те ĕнтĕ. Чи малтанах ачасене воспитани парассинче ашшĕ-амăшĕ яваплă.
Эпир ача сачĕсенче вăй хуракансем ачасене пĕчĕкренех пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлетпĕр. Çулталăкра пулса иртекен пур уява та ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле уявлатпăр. Тепĕр чухне пĕчĕкскерсем ача сачĕсенчи пĕчĕк сцена çинченех артиста та тухма пултараççĕ. Кашни мероприятиех ачасем хаваспах хутшăнаççĕ, вĕсен пурин те хăйсен пултарулăхне аслисем умĕнче кăтартас килет-çке!
Умра - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. "Родничок" ача садĕнчи "Капелька" ушкăнри ачасем амăшĕсене, асламăшĕсемпе кукамăшĕсене саламлама пуçтарăнчĕç. Эпир мероприятие хăйнеевĕрлĕ хатĕрлентĕмĕр. Чи малтанах ачасем музыка залне кĕчĕç те пĕрин хыççăн тепри "анне" çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, тĕрлĕрен конкурссемпе вăйăсене хутшăнчĕç. Çуркунне çитнишĕн савăннипе пĕрлех амăшĕсен уявне мухтарĕç, тĕрлĕрен инсцинировкăсем лартса пачĕç. Пурте хаваслă Хĕвеле çĕре татах та ăшăтма, çĕр çине хăйĕн пайăркисене сапалама ыйтрĕç. Зала сап-сарă тум тăхăннă "Хĕвел" кĕрсе уява пуçтарăннисене татах та савăнтарчĕ. Вĕсем ачасемпе тĕрлĕрен тупмалли юмахсем пĕлессипе ăмăртрĕç. Амăшĕсене илемлетес енĕпе те вылярĕç. Ку вăйăра вĕсем амăшĕсене пĕринчен тепри илемлĕрех тăвас тесе тăрăшрĕç, çапла пулмасăр, кашнин хăйĕн амăшне илемлĕрех курас килчĕ-çке. Кавир çине сапаласа пăрахнă теттесене те кам маларах пуçтарассипе ăмăртрĕç. Çип çăмхине те пуçтарма пултарчĕç пĕчĕкскерсем. Асанне кукамайсене пур енĕпе те пулăшма хатĕррине кăтартса пачĕç вĕсем. Хĕрачасем хăвăртрах ÿссе çитсе амăшĕсем пек пулас килнине ташă урлă сăнласа пани /ÿкерчĕк çинче/ курма килнисене хавхалантарса ячĕ, тăвăллăн алă çупрĕç. Асламăшĕсемпе кукамăшĕсене те манса хăвармарĕç, вĕсене халалланă юрă та шăранчĕ. Мероприятие ирттерме Л.Ковалевская музыка руководителĕпе А.Юнатанова воспитатель хутшăнчĕç. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ачасем хăйсен аллисемпе ăсталанă япаласене парнелерĕç.
Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттертĕмĕр. Эпир ачасемпе пĕрле аннерен пурнăç пуçланнине сăнласа пама тăрăшрăмăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.МЯСНИКОВА, воспитатель.