07 марта 2017 г.
Çуркуннехи пĕрремĕш, чи çутă та ăшă уявсенчен пĕри вăл - Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ.
Мартăн 8-мĕшĕнче эпир хамăрăн аннесене, кукамайсемпе асаннесене, вĕрентекенсемпе воспитательсене уяв ячĕпе саламлатпăр. Кулленех васкамалла, пур çĕре те ĕлкĕрмелле, çакăн пек чухне эпир хамăрăн çывăх çынсене çителĕклĕ тимлĕх уйăрма та манатпăр пулĕ. Юрать-ха, пире çакăн çинчен календарьти хĕрлĕ тĕспе паллă тунă уявсем аса илтерсе тăраççĕ. Пĕр-пĕрне саламлама, парнепе савăнтарма май паракан уяв пире хавхалану туйăмĕ парнелет. Уяв çитичченех пирĕн чĕресем савăнăçпа тулаççĕ. Ку савăнăçа вара ашшĕ-амăшĕсене, кукамайсемпе асаннесене ача садĕнче ĕçлекенсем те парнелеççĕ. Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе кашни ача садĕнчех уяв мероприятисем иртеççĕ. Акă Вăрмар поселокĕнчи 5-мĕш номерлĕ "Родничок" ача садĕнчи кашни ушкăнрах уяв мероприятийĕсем иртрĕç. "Кроха" ушкăнра та мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе Екатерина Николаевнăпа Ксения Сергеевна воспитательсем, Наталья Анатольевна воспитатель пулăшуçи, Л.Ковалевская музыка руководителĕ тăрăшнипе амăшĕсемпе кукамăшĕсемшĕн, асламăшĕсемшĕн уяв иртрĕ. Шăпăрлансем ахаль кунхинчен илемлĕрех тумланнă, залра ларакан ашшĕ-амăшĕсем умĕнче пăлханаççĕ те. Воспитательсем вĕсемпе тăрăшса ĕçлени курăнчĕ. Кĕçĕн ушкăна çÿрекенскерсене нумай вĕрентмелле вĕт. Уяв ячĕпе вĕсем юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, ташларĕç. Ачасене уйрăмах юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсем тыткăнларĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.