07 марта 2017 г.
Вăрмар поселокĕн центрĕнче капмар та çÿллĕ çурт илемĕпе тыткăнлать. Ку вăл "Татьяна" суту-илÿ çурчĕ. Ăна сăпайлă та пултаруллă Т.Иванова уйрăм çын предприниматель 2013 çултанпа ăнăçлă йĕркелесе пырать. Шăп мартăн 8-мĕшĕнче хĕрлĕ хăйăва каснă, çывăх кунсенче ăна уçнăранпа 4 çул çитет.
Кунта халăха кирлĕ тĕрлĕ таварсем сутаççĕ. Пĕр хăтлă та пысăк пÿлĕмĕнче тĕрлĕ сĕтел-пукан ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. Юнашарах уйрăмра тĕрлĕрен шкап, тĕрлĕ техника туянма пулать. Кулленех халăх пĕр вĕçĕмсĕр темĕн кĕшĕлтетет кунта. Пĕрисем сĕтел-пукан туянас теççĕ, теприсем эрешлетнĕ шкапне туянаççĕ. Суту-илÿ çурчĕн иккĕмĕш хутне хăпаратăн. Сентресем яланах тĕрлĕ-тĕрлĕ таварпа тулли, вĕсен пахалăхĕ те, ассортименчĕ те çав тери пысăк. Кунта вырăн таврашĕ, ача-пăча теттисем, чашăк-тирĕк - тем те пур. Укçи-тенки кăна пултăр! Çапла, халăх мĕн ыйтнине йăлтах тивĕçтереççĕ. Кунпа пĕрлех уйрăм саккаспа та ĕçлеççĕ вĕсем. Сăмахран, сĕтел-пукана хăйне кирлĕ калăппа кĕске вăхăт хушшинчех хатĕрлеççĕ. Палăртнă адреспа вырăна çитерсех параççĕ.
Хальхи вăхăтра халăха ĕçпе тивĕçтересси уйрăмах та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Суту-илÿ çуртĕнче вара нумай ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кунта вăй хуракан сутуçăсем халăхпа яланах питĕ тарават та маттур. Нумай çул хушши вăй хураççĕ вĕсем. Тавар туянакансен ыйтăвне туллин уçăмлатаççĕ, пĕтĕмпех ăнлантарса пама тăрăшаççĕ. Çынсем хăйсене килĕшекен тавара хăйсемех суйласа илейреççĕ. Татьяна Петровна кунти сутуçăсен ĕçĕпе кăмăллă пулни сисĕнчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.