04 марта 2017 г.
Ача-пăча яланах çар тумне кăмăлланă. Йăлтăр-йăлтăр тÿмеллĕ шинель, çут паллăллă карттус, тимĕр çăрхахлă пиçиххи е тата тĕрлĕ хастарлăха палăртакан значоксемпе медальсем. Уйрăмах СССР чухнехи салтак тумĕ питĕ илĕртÿллĕччĕ. Çартан таврăнакан пиччĕшне е кÿршĕ-аршăн ывăлне шĕвĕрккесем еплерех кĕтетчĕç. Ара, кашниех асăнмалăх шеврон, пĕр-пĕр паллă, пакун е пиçиххи илсе килсе шăллĕсене парнелеме тăрăшатчĕ вĕт!
Вăхăт иртнĕçемĕн çар тумĕсем те улшăнсах тăраççĕ. Тен, хальхисем те илĕртÿллĕ пуль, анчах та ача-пăча иртнĕ ĕмĕртисене пăхмашкăн кăмăллать. Акă, район музейĕнче совет салтакĕсене Афганистанран илсе тухнине, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа «ХХ ĕмĕрти çар тумтирĕсем» курав йĕркеленĕ. Унта салтаксен тата офицерсен тумĕсем тата ытти япаласем пур. Тĕслĕхрен, 1941-1943 çулсенче хĕрлĕ армеецсем мĕнле гимнастерка тăхăннă-ха; Симĕс тĕслĕ, икĕ кĕсьеллĕ, çăлтăр ÿкерчĕкĕллĕ тÿмесемлĕ тума ăçта курайăн - музейре çеç. «Хулпуççийĕсем çинче мĕншĕн пакунĕсем çук?» - ыйтать пĕр ачи. Мĕншĕн-ха? 1943 çулччен салтаксем пакунсем çакман иккен. Пакунсем тенĕрен, вĕсем çинче çăлтăрлисем те, икĕ е виç сарă хăю çĕленисем те пур. Вĕсен пĕлтерĕшне тĕплĕн ăнлантарса пама тивет.
Куравра салтак каски, пилотка, матрос карттусĕ, пилĕк çине çыхмалли пиçиххисем, тÿмесем вырăн тупнă. Паллах, музее килекенсем вĕсемпе интересленсе паллашасса тата, тен, фондсене пуянлатма çавăн пек япаласем парнелессе шанас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Р.ГАВРИЛОВА, музей экскурсовочe.