АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пурнăçĕ малти вырăнта

01 марта 2017 г.

Февраль уйăхĕн иртнĕ кунĕнче Аслă Чакри культура çуртĕнче çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Мельников 2016 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, унтан Раççейре - Экологи, Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа вырăнти художествăлла пултарулăх коллективĕн концерчĕ пулчĕ.

Аслă Чак ял тăрăхĕнчи культура çурчĕн фойинче алă ăстисен ĕçĕсенчен курав йĕркеленĕ. Отчет-смотра райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова тата райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн пай начальникĕ И.Дмитриева килнĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем те йышлăн пухăннă.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Мельников пурне те сывлăх сунчĕ. 2016 çулта ял тăрăхĕнче пурнăçланă ĕçсем çинче вăл тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Патти енчи кĕпере юсанă, çак каçă тата кунтан иртсе çÿрекен çул вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕçе З.Григорьева пенсионер пур енчен те йĕркелесе пычĕ. В.Григорьев, Ю.Павлов тата А.Ухин хăйсен активлăхĕпе палăрчĕç. Тепĕр пысăк объекта - Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче Энĕш урлă каçса çÿремелли кĕпере юсас ĕç пырать. Кунта чи малтанах ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" АО генеральнăй директорĕ В.Иванов пулăшу кÿчĕ, вырăнти халăх 100 пин ытла укçа-тенкĕ пухрĕ, район администрацийĕ резерв фондĕнчен 100 пин тенкĕ уйăрчĕ. Пĕтĕм ĕç-пуçа ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем В.Константиновпа Е.Никифорова, ялти староста А.Михайлов йĕркелесе пычĕç. Çак пуçăннă ĕçе кăçалхи май уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă.
Умра епле задачăсене пурнăçа кĕртмелле-ха; Аслă Чак ял тăрăхĕнчи 5 ялта - Аслă Чак, Кĕçĕн Чак, Çĕнĕ Мăнтăр, Атнаш тата Пĕчĕк Енккасси - электроэнергие шутлакан приборсем вырнаçтарса пĕтĕм яла çутăпа тивĕçтермелле. Асăннă ялсенче 5 шыв башнине тутăхасран çĕнĕрен сăрламалла. Пушара хирĕç кĕрешес тĕллевпе вăйлă пусăмлă шыв колонкисем патĕнче краниксем лартма палăртнă. "Инициативное бюджетирование" программа тăрăх Кĕçĕн Чакра шыв башнине улăштармалла. Çавăн пекех ял урамĕсене вак чул сарассипе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçлемелле. Пурĕ усă куракан 412 метр тăршшĕ çул-йĕре вак чул сармалла. Экологи çулталăкĕ пулнă май ял урамĕсене, масарсене тирпейлемелле, йăлари хытă каяшсене полигона вăхăтра тиесе ăсатмалла. Ял пуçлăхĕ каласа пынине электронлă презентаципе те курма пулчĕ. Вăлах Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн саламлă çырăвне тин кăна пĕчĕк пепкесене кун çути парнеленĕ Никифоровсемпе Федоровсен телейлĕ çемйисене пачĕ, асăнмалăх сăнÿкерчĕкне Еленăпа Олег Никифоровсем тивĕçрĕç. Атнашри М.Васильевпа Пĕчĕк Енккассинчи Т.Андреева старостăсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Унтан райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Н.Краснова, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ О.Иванов сăмах каларĕç.
Унтан вырăнти художествăлла пултарулăх коллективĕн концерчĕ курма килекенсене чăннипех те тыткăнларĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кашни пултарулăх номерне кăмăллăн кĕтсе илчĕç, тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç. Çакăнтанах ял халăхĕ çав тери туслă пурăнни курăнать. Хăйсен "Савнă ялăм, Аслă Чак" ял гимнĕпе чаплă концерта уçрĕç. Художествăлла пултарулăх коллективĕ "Энĕшьен" юрри-ташшипе пире савăнтарчĕ, тĕрлĕ репертуарти юрăсемпе Ю.Иванова, Е.Егорова, З.Еремеева, Т.Иванова, Э.Ухина, И.Яковлева, Н.Ермолаева тыткăнларĕç. Шкулта вĕренекенсем инсценировкăсем лартса пачĕç. Концерт çÿллĕ шайра иртнинче, паллах, культура çурчĕн директорĕн Г.Васильевăн, кунти культурăпа библиотека ĕçченĕсен, чаплă купăсçăн Г.Матвееван тÿпи çав тери пысăк. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика