АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни хаваслă иртрĕ

28 февраля 2017 г.

Çăварни хаваслă иртрĕ

Февралĕн 24-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре хĕле ăсатмалли уяв - Çăварни иртрĕ.

Ирпе ирех кунта хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, суту-илÿ палаткисем тутлă икерчĕпе, техĕмлĕ шашлăкпа, кукăльпе çынсене хăй патнелле илĕртрĕç. Пуринчен ытла ачасемшĕн çак кун савăнăçлă уяв пулчĕ. Ачасем карусель, пĕчĕк пуйăссем çинче ярăнчĕç. Чи илĕртÿлли вара вĕсемшĕн лашапа катаччи чупасси пулчĕ. Капăрлатнă лаша ачасене поселокри Ленин урамĕ тăрăх ярăнтарса савăнтарчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем лаша çинче ярăнса пыракан ачисене фотоаппаратпа ÿкерчĕç, вĕсемпе пĕрле те ярăнчĕç. Районти халăх пултарулăх коллективĕсен концерчĕ район çыннисене хăйĕн патне илĕртрĕ. Çăварнипе çыхăннă хаваслă кĕвĕ-юрă пурин кăмăлне те хаваслă туйăм парнелерĕ, çынсем савăнсах ташă картине тăрса ташларĕç.
Палăртнă вăхăт тĕлне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тĕп площадьре Çăварни уявне пухăннă çынсене пурне те ăшшăн саламларĕ. Хĕле ăсатса ярса ăшă та çутă çуркунне çитнĕ ятпа мĕнпур ыррине сунчĕ. Çăварнире савăнса çĕнĕ вăй-хăватпа тулса çитес эрнере тулли кăмăлтан ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. "Сарнар" фольклор ушкăнĕ Çăварни уявне активлă хутшăннăшăн Диплома тивĕçрĕ.
Уяв малалла та савăнăçлă концертпа тăсăлчĕ. Чылайччен поселокри тĕп площадьре халăх йышлă пулчĕ. Çав вăхăтрах А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнче çынсем дартс, шашкăлла выляссипе, армспорт енĕпе, канат туртассипе, кире пуканĕ йăтассипе тупăшрĕç.
Кăнтăрла вара поселокри тĕп стадионта районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат парнисемшĕн йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ.
Районти ял тăрăхĕсенче, шкулсенче те Çăварни эрнинче тĕрлĕ мероприятисем активлă иртрĕç.
Февралĕн 27-мĕшĕнчен вара Мăнкуна хатĕрленекен Аслă типĕ пуçланчĕ. Вăл апрелĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Мăнкуна вара Христос чĕрĕлнине чунран ÿкĕнсе, тасалса кĕтсе илеççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика