АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аграрисем çурхи ĕçсем умĕн анлă канашларĕç

01 марта 2017 г.

Аграрисем çурхи ĕçсем умĕн анлă канашларĕç

Правительство çуртĕнче  агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе,  ЧР продовольстви рынокĕн мониторингĕпе конъюнктура  улшăнăвĕсене оперативлă йышăнассипе  анлă лару иртнĕ.

Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов тата аграрипе продовольстви политики тата çутçанталăкпа усă курассипе ĕçлекен Федераци Канашĕн Комитечĕн членĕ В.Николаев хутшăннă.
Тĕп докладпа Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов тухса калаçнă. Залра ларакансем - ялхуçалăх министерствин коллегийĕн членĕсем, агропромышленноç комплексĕпе мониторинг тата республикăн продовольстви рынокĕн оперативлă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн членĕсем, Чăваш Патшалăх Канашĕн экономика политикипе агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен Комитетăн членĕсем, ЧР ялхуçалăх министерстви çумĕнчи Обществăлла канашăн членĕсем, ЧР ялхуçалăх министрĕн советникĕсем, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ялхуçалăхпа агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайсен начальникĕсем, республикăри апат-çимĕç туса кăларакан предприятисемпе ялхуçалăх организацийĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен, кредит организацийĕсен руководителĕсем, ЧР агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем - 2016 çулхи ялхуçалăх аталанăвне сÿтсе явнă, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.
Ялта фермер юхăмĕн аталанăвĕ пирки, муниципалитетсенче аграри проекчĕсене йĕркелесе пурнăçласси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тата ÿсен-тăран çитĕнтересси пирки Вăрнар, Етĕрне, Куславкка районĕсенчи администрацисен пуçлăхĕсем, "Çĕрулмине мухтав" /"Слава картофелю"/ агрофирма" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ, Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин хутшăннă.
Ларура агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсене 2017 çулта патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă. ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ М.Загребаева АПК организацийĕсене çăмăллăхлă кредит памалли çĕнĕ йĕркепе паллаштарнă. Çăмăллăхлă майпа кредит памалли механизма йĕркелес ĕç еплерех пурнăçланса пынă пирки аграрипе продовольстви политики тата çутçанталăкпа усă курассипе ĕçлекен Федераци Канашĕн Комитечĕн членĕ В.Николаев каласа панă. Аграрисене вăл çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланичченех патшалăх пулăшăвĕн программине активлăрах хутшăнма чĕнсе каланă.
Пирĕн районтан та ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, районти АПК ветеранĕ Г.Эверсков хутшăннă. Патшалăх пулăшăвĕн тĕп енĕсемпе вулакансем ЧР ялхуçалăх министерствин сайтĕнче тĕплĕн паллашма пултараççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика