01 марта 2017 г.
Массăлăхпа палăрса тăракан хĕллехи чи анлă сарăлнă йĕлтĕр спортне пирĕн районта хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Тÿсĕмлĕ те пултаруллă çамрăксемпе аслисен кĕрешĕвне пăхса киленме юратакансем февралĕн 24-мĕшĕнче йĕлтĕрçĕсен эстафетине Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта савăнса пăхрĕç. Çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ тейĕн: районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат парнисене çĕнсе илессипе пĕрлех тĕп лапамра Çăварние уявларĕç.
Историнчен çакă паллă: ăмăртăва 1948 çултанпа йĕркелеççĕ. Ку хутĕнче те ырă йăлана тытса пырса 250 çынран кая мар тĕрлĕ ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем йĕлме йĕлтĕр йĕрне якатма тухрĕç. Анчах малтан районти шкулсенче вĕренекенсем, районти хуçалăхсенчи, предприятисемпе организацисенчи тата уйрăм йĕлтĕрçĕсем малтан палăртнă вăхăт тĕлне пĕр рете йĕркеленсе тухрĕç. Çапла вара, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов йĕлтĕрпе чупассин ăмăртăвĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ, пурне те спортра ăнăçу сунчĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова кунта пухăннă йĕлтĕрçĕсене, вĕсене вăй парса, хавхалантарса тăракансене уявпа саламларĕç. Акă, пирвайхи стартсем пуçланчĕç. 4-5 классенче вĕренекен арçын ачасемпе хĕр ачасем 1 км дистанцие парăнтарма тухрĕç. Командăсен хаваслă эстафетинче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пĕрремĕш, Шăхальти тĕп шкул иккĕмĕш, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул виççĕмĕш пулчĕç. Хĕр ачасем хушшинче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пĕрремĕш, Вăрмарти вăтам шкул иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Малалла ÿсĕм çулне шута илсе иккĕмĕш ушкăнрисем ăмăртрĕç. Кунта 6-7 классенче вĕренекен арçын ачасен 2 км, хĕр ачасен 1 км чупмалла пулчĕ. Арçын ачасем хушшинче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пĕрремĕш, Мăнçырмари вăтам шкул иккĕмĕш, Аслă Чакри тĕп шкул виççĕмĕш пулчĕç. Чулкасри тĕп шкулта вĕренекен хĕр ачасен команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Йĕркепе хаваслă эстафета ăмăртăвне 8-9 классенче вĕренекен арçын ачасем 3 км, хĕр ачасем 2 км дистанцие чупаççĕ. Командăсенче вĕсем виçшерĕн. Ăмăртусем çивĕч иртрĕç. Хавхалантаракансем те вăй парсах тăчĕç. Çапла, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен арçын ачасемпе хĕр ачасен командисем ку хутĕнче те! пĕрремĕш вырăна тухрĕç, хăйсем вăйлă та çаврăнăçуллă пулнине тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕç. Мăнçырмари вăтам шкулти арçын ачасен команди иккĕмĕш, Кĕлкешри тĕп шкул виççĕмĕш; Чулкасри тĕп шкулта вĕренекен хĕр ачасен команди иккĕмĕш, Кĕлкешсем виççĕмĕш пулчĕç. 20 çула çитичченхисем хушшинче М.Васильев /Кивĕ Шулхан/ пĕрремĕш, Д.Лисицкий /Шăхаль/ иккĕмĕш, Р.Павлов /Кивĕ Шулхан/ виççĕмĕш пулчĕç. Виççĕшĕ те вĕсем Мăнçырмари вăтам шкулта вĕренеççĕ. Кунтах вĕсен тренерĕсене - О.Мефодьева /Пинер/, В.Паденькова /Чулкас/, Ю.Николаева /Мăнçырма/ ырăпа асăнса хăварас килет.
Районти хуçалăхсенчи, предприятисемпе организацисенчи тата уйрăм йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. 20-29 çулсенчи арçынсем хушшинче 5 км дистанцире Чупайĕнчи А.Топтыгинпа С.Елаков пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç /иртнĕ çул та вĕсем активлăхĕпе палăрнă/, С.Львов /Шăплат/ виççĕмĕш пулчĕ. Унтан 30-39 çулсенчи арçынсем те çак дистанцирех ăмăртрĕç. Вĕсем хушшинче В.Боредский /Пинер/ пĕрремĕш пулчĕ. 40-49 çулхи йĕлтĕрçĕсем 3 км чупрĕç. Вĕсем хушшинче М.Гаврилов /Чупай/ пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. 50-59 çулсенчи арçынсем те палăртнă дистанцирех çивĕч тупăшрĕç. Çапла, Г.Боредский /Пинер/ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Ю.Данилов /Кĕлкеш/ иккĕмĕш пулчĕ. 60-69 çултан иртнĕ арçынсем те яланхиллех йĕлме йĕлтĕр йĕрĕпе ăмăртăва тухрĕç. Вăрмар поселокĕнчи Н.Андреев асăннă категоринче чи хăвăрт чупаканни пулчĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. 7 теçеткерен иртнĕ арçын-йĕлтĕрçĕсем 1 км дистанцие парăнтарчĕç. Кунта Вăрмар поселокĕнче пурăнакан спорт ветеранĕ Н.Михайлов пĕрремĕш, В.Лирзай иккĕмĕш пулчĕç. Апла çамрăксен камсенчен тĕслĕх илмелли пур. Ăмăртăва ирттерме пулăшнă А.Ноздрин, Л.Агапова, Н.Изосимов судьясене, С.Архипов тĕп судьяна тав сăмахĕ калатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.