АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ята тивĕç

22 февраля 2017 г.

Ырă ята тивĕç

Ырă сăмах илтме яланах кăмăллă, енчен те вăл хăвăн ачуна пырса тивет пулсассăн, ашшĕ-амăшĕн кăмăлне татах та ытларах çĕклет.

Çакна Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Вера Михайловнăпа Владислав Михайлович Еньковсем питĕ лайăх туйса илчĕç. Иртнĕ кĕркунне кăна-ха вĕсем хăйсен юратнă ывăлне Алексея Раççей çарне ăсатрĕç, Çĕнĕ çул умĕн вара вăл службăра тăракан чаç командованийĕнчен ывăлĕ çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани çинчен калакан Çыру çитрĕ.

«Хисеплĕ Вера Михайловнăпа Владислав Михайлович! Сирĕн ывăлăр Алексей Владиславович хăйĕн должноç тивĕçĕсене, служба вăхăтĕнче умра тăракан тĕллевсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пыни çинчен кăмăллăн пĕлтеретĕп. Обществăлла йĕркелĕхе тытса пырас тĕлĕшпе те тăрăшулăх кăтартать, ытти çар çыннисемшĕн çар ĕçне алла илессипе, дисциплинăна çирĕплетессипе тĕслĕх пулса тăрать. Тăван çĕршывăн шанчăклă хÿтĕлевçине тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн Тав тăватăп.

В.А.Тибец полковник». 

Мĕнле майпа пирĕн ентеш кĕске вăхăт хушшинчех çар хăнăхăвне алла илсе ырă сăмаха тивĕç пулнă-ха? Кунта чăвашсен: «Вĕреннĕ çын хурамаран та вĕрене тăвать», - текен каларăша илсен вырăнлă пулĕ. Салтак ячĕ тухиччен Алексей малтан Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта ăс пухнă, унтан Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицейра юридици класĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлĕве вăл Хусанти Федераллă университетри юридици факультетĕнче илнĕ. Уголовлă право енĕпе специальноç илнĕ çамрăка 2016 çулта çара илеççĕ те. Халĕ унăн служба Мускавра «Раççей Шалти Ĕçсен Министерствин Шалти çарсен Тĕп командованийĕн материаллă тата техникăлла пурлăхпа тивĕçтерекен тĕп çар комендатури» федераллă хысна учрежденийĕнче иртет. Аслă пĕлÿллĕ салтакăн çарти ĕçĕ питĕ яваплă, асăннă тытăма кĕрекен чаçсене пур кирлĕ япалапа тивĕçтерес енĕпе тимлекенсенчен пĕри вăл. РФ ШĔМĕн Шалти çарĕсен тĕп тĕллевĕ обществăлла йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тытса тăрасси пулнă май, служба тÿрремĕнех çынсен пурнăçĕпе çыхăннă. Çавăнпа та кирлĕ информацие тĕрĕс те вăхăтра çитерсе парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, çакна тĕпе хурать те А.Еньков рядовой. Пирĕн ентеш пултаруллă, ытти салтаксемшĕн ырă тĕслĕх пулни пирĕнте мăнаçлăх туйăмĕ çуратать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика