АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

22 февраля 2017 г.

Иртнине пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

Арапуçĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ ĕçлĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн Министерствин вĕрентÿпе халăх пултарулăхĕн тата профессилле ÿнерĕн пай начальникĕ И.Ильина, районти культура ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. 

Чăн малтанах вырăнти культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Вĕсен шутĕнче «Гармония» ансамбль тата «Степ» ташă ушкăнĕ пулчĕç. 
«2017 çул Раççейре - Экологи, Чăваш Енре - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Кунсăр пуçне 2017 çул Вăрмар районĕшĕн уйрăмах та пĕлтерĕшлĕ. Район 90 çул тултарать. Паллах, нихăш мероприяти те культура ĕçченĕсемсĕр иртмест», - канашлăва уçнă май каларĕ Александр Иванович. 
Район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн пай начальникĕ И.Дмитриева тĕп докладпа тухса калаçрĕ. Иртнĕ çул районти культура учрежденийĕсем «2014-2020 çулсенче Вăрмар район культурин аталанăвĕ» муниципаллă программине тĕпе хурса ĕçленĕ. 2016 çулта район историпе культурине, унăн ырă йăли-йĕркисене сыхласа хăварассишĕн нумай ĕç тунă. Культура учрежденийĕсенчи творчество коллективĕсем хальхи вăхăт ыйтакан хăйнеевĕр кăсăклă, массăллă мероприятисем йĕркелерĕç. Вĕсем халăх пултарулăхĕн йăлисене, культурăпа канăва тата библиотека ĕçĕ-хĕлне аталантарассине тĕпе хурса вăй хучĕç. 
Районта паянхи кун 33 клуб учрежденийĕ, 21 библиотека, историпе краеведени музейĕ. 2016 çулта пурĕ 4122 культурăпа массăллă мероприяти ирттернĕ. Районта клуб çумĕнче йĕркеленĕ ушкăнсем пурĕ 204, вĕсене 2628 çын хутшăннă. Клуб çумĕнче йĕркеленĕ ушкăнсенчен 5 коллективĕ «халăх ушкăнĕ» ята тивĕçнĕ. 
2017 çулта чи пĕлтерĕшлĕ задачăсем - ял тăрăхĕсенчи пур культура учрежденийĕсене газификацилесси, вĕсене хальхи стандартпа пурлăхпа техника базипе тивĕçтересси, сцена çине тухмалли тумсене тата музыка инструменчĕсене çĕнетесси, библиотекăсене çĕнĕ литературăпа комплектласси. Творчество коллективĕсене концертпа, тĕрлĕ конкурссене, куравсемпе фестивальсене тухса çÿремешкĕн транспортпа тивĕçтерессине лайăхлатмалла. «Иртнĕ çулта палăртнă задачăсемпе тĕллевсене культура ĕçченĕсем пурнăçлама тăрăшнă. Ку вăл вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчен те аван палăрать. Мероприятисене йĕркеленĕ чухне те вĕсем вырăнти халăхăн хăйнеевĕрлĕхне шута хунă», - пĕтĕмлетрĕ Ирина Николаевна. Кунсăр пуçне канашлу вăхăтĕнче Пысăк Енккассинчи ял библиотекине «Çулталăк библиотеки» тата Арапуçĕнчи культура çуртне «Чи лайăх клуб учрежденийĕ» куçса çÿрекен кубоксене пачĕç. 
«Çыннăн пурнăçĕнче канăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Районти культура учрежденийĕсенче вăй хуракансен умне çынсен канăвне йĕркелессипе ыйтусем тухса тăраççĕ-ха. Ăна татса парассипе пур çул-йĕрсене те шырамалла», - терĕ ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн Министерствин вĕрентÿпе халăх пултарулăхĕн тата профессилле ÿнерĕн пай начальникĕ И.Ильина. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика