АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн мухтавлă ентеш /А.М.Леонтьев çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май/

15 февраля 2017 г.

Пирĕн мухтавлă ентеш /А.М.Леонтьев çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май/

Анатолий Михайлович Леонтьев - пирĕн Вăрмар районĕнчен тухнă чи паллă çынсенчен пĕри, хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикинче пурте пĕлнĕ, партипе патшалăхăн хисеплĕ деятелĕ пулнă.

Вăл 1937 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Михаил Леонтьевич, пĕр вăхăт тăван ялĕнчех «Красные Шептахи» колхоз председателĕ пулнă, каярахпа кунтах бригадирта ĕçленĕ. 1941 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Фронтран вăл киле таврăнайман, пĕр юнлă çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Леонтьевсен аслă ывăлĕ те, Георгий, 1942 çулта хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять, вăл та вăрçă хирĕнче пуçне хурать.
Çапла вара пĕр килтен иккĕн - ашшĕпе ывăлĕ, тăван çĕршывшăн, унăн ирĕклĕхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн пурнăçĕсене параççĕ.
Михаил Леонтьевичăн мăшăрĕ, Пелагея Константиновна, виçĕ ачапа пĕччен тăрса юлать. Анчах темле йывăр пулсан та пуçне усмасть, колхозра ырми-канми ĕçлесе ачисене ÿстерет, тĕрĕс воспитани парать, вĕрентме тăрăшать. Хĕрĕ, Елизавета, 1926 çулта çуралнăскер, бухгалтера вĕренсе тухать, пенсие тухичченех Вăрмарти сĕт-çу заводĕнче ĕçлет. 1930 çулта çуралнă ывăлĕ Валериан вăрçă хыççăнах Шупашкарта пĕр заводра ĕçлеме пуçлать. Каярахпа аслă пĕлÿ илет. Нумай çул хушши Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Марксист» тата «Коминтерн» колхозсене, пирĕн районти «Динамо» колхоза, каярахпа «XXV партсъезд» совхоза ăнăçлăн ертсе пырать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, нумай медальсемпе наградăлаççĕ, вăл Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулнă.
... Анатолий, çемьере кĕçĕнни, 1954 çулта Вăрмарти вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерет. Çулталăк хушши Çĕнĕ Мăнтăрти вулав çурчĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Ун хыççăн Чăваш ялхуçалăх институтĕнчи агрономи факультетне вĕренме кĕрет. Институтра вăл комсомол ĕçне активлă хутшăнать. Çавна шута илсе алла диплом илсенех ăна ВЛКСМ Чăваш обкомне инструктор пулса ĕçлеме чĕнеççĕ.
1961 çулта ВЛКСМ Канаш хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйлаççĕ. Хулара пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн Анатолие Канашри комсомол райкомне ертсе пыма шанаççĕ. Кунта та вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе палăрать.
1964 çулта ăна ВЛКСМ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлаççĕ. 1967 çулта Мускава партин аслă шкулне вĕренме яраççĕ. 1969-1974 çулсенче вăл - КПСС Куславкка райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. Кун хыççăн çулталăк ытла КПСС Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи Обществăлла наукăсен академийĕнче вĕренет. 1975 çул вĕçĕнче Анатолий Михайловича КПСС Чăваш обкомĕн ялхуçалăх пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ.
1976-1988 çулсенче вăл обкомăн ялхуçалăхĕпе ĕçлекен секретарĕ пулчĕ. Каярахпа Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, республикăн Верховнăй Совечĕн Председателĕнче, «Чувашхмельпром» пĕрлешĕвĕн ертÿçинче тата ытти яваплă вырăнсенче ĕçлерĕ...
Çакна палăртса хăварма кăмăллă: республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна 2 хутчен «Хисеп палли» орденпа наградăланă. Пысăк хак пулнă ку.
... Анатолий Михайловича манăн хама КПСС Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйласан /1976 çулхи декабрь/ çывăх паллашма тÿр килчĕ.
Çак вырăнта 10 çул ытла ĕçлесе эпĕ Анатолий Михайловичпа унăн ĕç пÿлĕмĕнче те, Шупашкарта, парти обкомĕнче, хамăр районта нумай-нумай хут тĕл пулнă.
Питĕ пысăк ăс-тăнлă, анлă тавракурăмлă, ялхуçалăхĕн кăткăс та нумай енлĕ ыйтăвĕсене тĕпрен пĕлекен, ăнланакан пуçлăхчĕ вăл. 
Ырми-канми, вăй-халне шеллемесĕр ĕçлетчĕ. Пирĕн районта вăл кашни уйăхрах пулатчĕ, республикăра вара 21 район...
Уншăн канмалли кун та, уяв та пулман, ирхине ирех, 5-6 сехетрех, района килни те пулнă. Çур аки вăхăтĕнче вара çĕрле те килетчĕ, пĕр çывăрмасăр ирхине Шупашкара каллех ĕçе тухса каятчĕ.
Эпир унпа тăтăшах колхозсемпе совхозсенче пулаттăмăр, хуçалăх руководителĕсемпе, специалистсемпе тĕл пулаттăмăр, механизаторсемпе, ферма ĕçченĕсемпе тĕплĕн калаçаттăмăр. Вăл ялхуçалăх экономикине питĕ лайăх пĕлнĕскер, пурне те кирлĕ те усăллă сĕнÿсем, канашсем паратчĕ. Пирĕнтен, район хуçалăхĕсен руководителĕсенчен çирĕп ыйтатчĕ, хушусем парса хăваратчĕ, тепĕр килсен вĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслетчĕ.
Çирĕп ыйтнипе пĕрлех вăл района яланах пулăшса пыратчĕ.
Хăш-пĕр тĕслĕхсем кăна илсе кăтартатăп.
Вăл пулăшнипех «Урмарский» совхозра эпир мĕнпур чăх-чĕп витисене çĕнетрĕмĕр. 50 пин бройлер çитĕнтерме 10 пысăк та хăтлă, тимĕр аркăсенчен хупă площадкăсем турăмăр, 15 пин çитĕннĕ хур /родительское стадо/ усрамалăх витесем турăмăр. Маларах ку хуçалăхра хурсем пачах та пулман. Кĕçех вара совхоз халăха кăна çулсерен 200-230 пин хур чĕппи сутма пуçларĕ.
«Россия» совхозра, Чулкас ялĕнче, 400 ача вĕренмелĕх çĕнĕ шкул, специалистсемпе рабочисем валли 14 хваттерлĕ икĕ çурт тума та вăлах пулăшрĕ.
«XXV партсъезд» совхозра, Пысăк Енккасси ялĕнче 2-шер хваттерлĕ 10 çурт, Энтрияль ялĕнче 90 вырăнлăх ача сачĕ, 18 хваттерлĕ 2 çурт турăмăр.
Анатолий Михайлович тăрăшнипех çак хуçалăхрах районти шкул ачисене канмалли лагерь, 600 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене шăварма 1 млн кубла метр шыв пухăнакан пĕве турăмăр. Кун пек пĕвесем ытти хуçалăхсенче те пулнă. 
А.Леонтьев пулăшăвĕ çинчен çырмалли татах та нумай.
Кĕскен каласан, вăл пирĕн патăрта тÿрремĕнех ĕçлемен пулсан та, район экономикипе социаллă сферине аталантарас ĕçре унăн тÿпи те питĕ пысăк пулнă. Тав сăмахĕ, тайма пуçăмăр ăна, пирĕн мухтавлă, аслă та ăслă ентешĕмĕре.
Ырми-канми, хăйне шеллемесĕр ĕçлекен Анатолий Михайлович, сывлăхне, паллах ĕнтĕ, нумай хавшатрĕ. 2000 çулсен пуçламăшĕнчех вăл час-часах чирлеме пуçларĕ. Апла пулин те кăмăлĕ çирĕпчĕ унăн. «Пурăнăпăр-ха малашне те», - тетчĕ. Театрсене, тĕрлĕрен концертсене тăтăшах çÿретчĕ. Пурнăç тăршшĕпех искусствăпа, литературăпа интересленнĕ вăл, килти библиотекăра унăн пиншер-пиншер кĕнекеччĕ. Унран тĕслĕх илмелли, вĕренмелли пайтах пулнă.
Анчах та сывлăхĕ япăхлансах пычĕ çак ырă çыннăн. 2007 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче вăл пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕ. 70 çулта кăначчĕ вăл ун чухне...
Анатолий Михайлович Леонтьев Вăрмар районĕн çыннисен асĕнче яланах упранĕ. Вăл пирĕн районăн чăн-чăн патриочĕ пулнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика