15 февраля 2017 г.
Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикине 13 çул пултаруллă ертсе пынă Николай Петрович Петрова чылайранпа лайăх пĕлетĕп.
Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве Н.Э.Бауман ячĕллĕ Хусанти патшалăх ветеринари институтĕнче малалла ÿстерет. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă май, спортри ăсталăха ÿстерме кунта условисем татах та лайăхрах, спортăн тĕрлĕ енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Шывра кимĕпе ишсе ăмăртассине кăмăллать вăл. Институтра Коля пек çирĕп вăй-халлă спортсменсенчен команда йĕркелеççĕ. Ветеринари институчĕн команди РСФСРта мала тухассишĕн Калининградра ирттернĕ ăмăртура - пĕрремĕш, СССРта мала тухассишĕн Севастопольте йĕркеленĕ тупăшура тăваттăмĕш вырăнсене çĕнсе илет Н.Петров, СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать.
1979 çулта институтран вĕренсе тухнă хыççăн районти ветеринари станцийĕнче врач-эпизоологра ĕçлеме тытăнать.
1988 çултан пуçласа 2015 çулхи июль уйăхĕччен тăван «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче тăрăшулăх кăтартать. Малтан - тĕп ветеринари врачĕнче, унтан - директорта.
Спортра çирĕпленнĕ вăй-хал ăна ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшать. Ĕçлеме пуçланă çулхине фабрика коллективĕ ăратлă 204 пин çăмарта, 134 тонна аш-какай туса илсе сутнă. Тĕш тырă тухăçĕ кашни гектартан 17,3 центнер пулнă пулсан, 2011 çулта тухăç 36,3 центнера çитнĕ. 2012 çулта хуçалăх 1441 пин ăратлă çăмарта тата 588 тонна аш-какай туса илнĕ. Сутнă продукцирен фабрика комиссине 70 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, çав шутран таса тупăш 4,5 миллион тенкĕ.
- Пĕр вырăнта тапăртатса тăмалла мар, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума тăрăшмалла», - çапла тĕллев лартнă ĕçе чунтан парăннă пуçлăх.
Кайăк-кĕшĕкрен продукци ытларах туса илес тата тĕш тырă культурисен тухăçне ÿстерес ыйтусем канăç паман ăна. Çавăнпа ĕнтĕ наука çитĕнĕвĕсемпе малта пыракансен опытне вĕренсе ĕçе кĕртессине малти вырăна хунă. Çавна май продукци туса илесси çулсерен лайăхланса, туса илнĕ продукци калăпăшĕ ÿссе пынă. Çакна фабрика кантурне пырса кĕрсенех тата ытти обществăлла вырăнсенче производствăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн панă тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе дипломсем çирĕплетсе параççĕ.
Çитĕнÿ хуçалăха пĕлсе, йывăрлăхсене çĕнтерсе, коллектива паянхи пурнăç ыйтнă пек ертсе пынинчен нумай килет. Умри тĕллевсене пурнăçлама Николай Петровичăн вăй-халĕ те, опычĕ те, пĕлĕвĕ те, ăс-хакăлĕ те çителĕклех.
Пурлăх никĕсне çирĕплетмесĕр çитĕнÿ тума май килменнине лайăх ăнланнă пуçлăх. Çавăнпа строительство ĕçĕсем анлăн сарăлса кайнă: 10 пин пуç вырнаçмалăх чăх витине çĕнĕ оборудовани вырнаçтарса хута янă. Талăкри чĕпсене ÿстерме икĕ витере 3 яруслă клеткăсем лартнă. Çĕнĕ кормоцеха хута янă, унта çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Инкубатора реконструкцилесе çĕнĕ шкапсем лартнă. Хур ферминчи икĕ витене тĕпрен юсанă. Тĕш тырă культурисен вăрлăхне упрама 1000 тонна кĕмелĕх тата фураж валли 1000 тонна вырнаçмалăх икĕ склад туса ĕçе кĕртнĕ тата ытти нумай строительство ĕçĕсене пурнăçланă. Витесене çутçанталăк газĕпе ăшăтмалли тунă.
Чăх-чĕпсемпе кайăк-кĕшĕке тăрантарса усрама витаминлă курăк çăнăхĕпе анлăн усă кураççĕ. Кашни çулах çак паха апата 400 тоннăран кая мар хатĕрлеççĕ. Техникăн ванасси те пулать çав.
- 2004 çулта Ригăра туса кăларнă витаминлă курăк çăнăхĕ авăртакан АВМ - 1,5 агрегатăн 11 тонна виçекен барабанĕ татăлса анчĕ. Çав барабана 7 кун хушшинче шыраса тупса вырнаçтарса лартрăмăр, - аса илет Николай Петрович.
Кайăк-кĕшĕке пăхса ÿстерме тырă, фураж сахал мар кирлĕ. Хуçалăхăн тĕш тырă акса туса илмелли çĕр лаптăкĕ 1000 гектара яхăн çеç - ку сахал. Çавна шута илсе ĕнтĕ Кавал ял тăрăхĕн 1000 гектара яхăн çĕрне арендăна илсе унпа анлăн усă кураççĕ. Çĕр çинче ĕçлеме техника çителĕклĕ. Н.Петров директорта ĕçленĕ вăхăтра çĕнĕ йышши 5 комбайн, Т-150 маркăллă 6 трактор, тĕш тырă культурисем акса пуçтарса кĕртмелли тĕрлĕ йышши ялхуçалăх техники нумай туяннă. Вĕсемпе механизаторсем паян кун та туллин усă кураççĕ.
2007 çулта Шупашкарта оперăпа балет театрĕнче ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне анлăн уявлани Николай Петровичăн асĕнчен тухмасть-ха. Çавăн чухне ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ăна тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕшĕн Хисеп грамотипе наградăланă, укçан преми парса хавхалантарнă.
- Çитĕнÿсен çăл куçĕ мĕнре-ши? - тесе ыйтсан, Николай Петрович çапла хуравларĕ: «Кайăк-кĕшĕк ĕрчетмелли мĕн пур технологине çирĕп пурнăçласа пыни кăна çителĕксĕр. Ĕç ăнăçлăхне фермăра вăй хуракансем татса параççĕ». Çавăнпа ĕнтĕ хуçалăх ертÿçи рабочисене шанса панă ĕçшĕн яваплăха туйса пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентессине чи малти вырăна хунă.
Пултаруллă организаторăн, ăста специалистăн тăрăшулăхне района, республикăна ертсе пыракансем, ведомствăсен пуçлăхĕсем тивĕçлипе хакланă. Производствăри çитĕнÿсемшĕн районти Акатуйсенче кашни çулах ăна Хисеп грамотисемпе наградăланă, парнесем парса чысланă. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотипе наградăланă.
2005 çулта ăна «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
2009 çулта «Раççей Федерацийĕн агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тĕрлĕ çĕртен панă Хисеп грамотисемпе дипломсем, кăкăр çине çакмалли медальсемпе знаксем темĕн чухлех. Вĕсемпе вăл тивĕçлипе мухтанать, савăнать те. Халĕ вăл «Раççей ялхуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ. Мăшăрĕ - Любовь Павловна юлашки çулсенче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул директорĕнче ĕçлерĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Н.Петров мăшăрĕпе икĕ ывăл та пĕр хĕр ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Михаил ывăлĕ Шупашкарти коопераци институтне вĕренсе пĕтернĕ, Çĕнĕ Шупашкарта налук службинче тăрăшать. Владимир Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Марина Шупашкарти коопераци институчĕнчен вĕренсе тухнă, банк системинче вăй хурать. Николай Петровичпа Любовь Павловна ачисен 5 мăнукĕпе чăннипех те савăнса пурăнаççĕ.
Кăçалхи февралĕн 19-мĕшĕнче Николай Петрович Петров 60 çул тултарать. Чаплă юбилей ячĕпе эпир те ăна чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.