АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрлĕхе çамрăкла юлнисем

15 февраля 2017 г.

1979 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Совет çарĕсен пысăках мар контингентне Афганистана илсе кĕме йышăну тунă чухне никамах та çак вăрçă 10 çула яхăн тăсăласса, пиншер совет çыннин /ытларах çамрăксен/ пурнăçне илсе каясса, вуншар-вуншар пинĕшĕ унтан сусăрланса таврăнасса шутламан. Малтанласа «Интернационалла тивĕçе пурнăçлама» тесе кĕртнĕ çар çыннисем каярах чăн-чăн граждан вăрçине лекнине ăнланнă. Анчах салтак нихăçан та приказа сÿтсе явмасть - вăл ăна пурнăçлать. Çĕршер пин салтакпа сержант, старшинапа офицер çак хушăра хăйĕн тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçланă. «Всемирная история: вопросы и ответы» кĕнеке /М.Дрофа, 1996/ пĕлтернĕ тăрăх, çав вăхăтра Афганистанра кашни çул 85 пинрен пуçласа 100 пин таран салтакпа офицер пулнă, 10 çул хушшинче вăрçă витĕр 620 пин ытла çар çынни тухнă. Официаллă çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, Совет çарĕн çак вăрçăри çухатăвĕ 14,5 пин çынпа танлашнă /вилнисем/, 417 çар çынни хыпарсăр çухалнă е тыткăна лекнĕ /каярах 119-не хăтарнă/, 55 пине яхăн аманнă е контузи илнĕ. Чăваш Енрен Афганистанри вут-çулăма 4,5 пин çар çынни кĕнĕ. Вĕсенчен 113-шĕ вилнĕ, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Пирĕн районти ун чухнехи вуншар-вуншар çамрăкăн салтак атти çак çĕршывăн чуллă-тусанлă çĕрĕ çинче сахал мар йĕр хăварнă. 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика