АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти 895 йĕлтĕрçе пĕрлештерчĕ спорт уявĕ

15 февраля 2017 г.

Районти 895 йĕлтĕрçе пĕрлештерчĕ спорт уявĕ

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" хаваслă спорт ăмăртăвĕсем 1982 çултанпа иртеççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе иртнĕ канмалли кунсенче ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем çĕршывĕпех йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç.  Кăçал вĕсем 35-мĕш хутчен пулчĕç, Раççейĕн 74 регионĕнче иртрĕç, çав шутра - Чăваш Енре те. Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăран чупăва 60 пине яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ.

Яланхиллех тĕп старчĕ Шупашкар хулинче иртрĕ. Кунта спорта юратакансем, ку енĕпе профессионалсем, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан тĕрлĕ ÿсĕмри 13 пин ытла граждан йĕлме йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç - çакă вĕсене массăллă чупăва туслăн хутшăнма пĕртте чăрмантармарĕ. Мĕншĕн тесен спорт пурне те пĕрлештерет, çывăхлатать. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2017" спорт мероприятине чаплă лару-тăрура уçнă май палăртрĕ. "Паян пĕтĕм Раççей старта тухрĕ. Эпĕ те сире спорт уявне хăвăр пĕтĕм çемйĕрсемпе - асаннесемпе, асаттесемпе, юлташсемпе, ачасемпе хутшăннăшăн тав тăватăп. Пирĕн патшалăх политики те тĕллевлĕ, пултаруллă, çирĕп вăй-халлă, сывă çынсем ытларах пулччăр тесе тăрăшать", - тенĕ Михаил Васильевич хăй сăмахĕнче. Кунпа пĕрлех Чăваш Ен физкультурăпа спорта юратакансен йышĕпе çĕршыври ытти регионсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăннине палăртнă республика Пуçлăхĕ. Паянхи куна илес пулсассăн республикăри 176 атлет çĕршыври пĕрлештернĕ командăсен членĕсен йышĕнче. Акă, Чăваш Ен биатлонисчĕ Т.Акимова çак кунсенче тĕнче чемпионатĕнче эстафетăра "пăхăр" çĕнсе илчĕ. М.Игнатьев унăн пысăк результатне палăртнă май ÿлĕмрен те çитĕнÿсем тума сунчĕ. Унта çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвăн Патшалăх Думин депутачĕ Л.Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ В.Филимонов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков, "Единая Россия" партин чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов тата Салдимировсен спорт династийĕ хутшăннă. Пирĕн районта та çак ырă та хĕвеллĕ кун сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине, ĕç çыннисемпе вĕренекенсене хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе тăтăшах чупассине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе хаваслă спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. 11 сехет те 30 минутра Кивĕ Вăрмар ял çумĕнчи посадка çывăхĕнче йĕлтĕрпе чупассипе "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2017" Пĕтĕм Раççейри массăллă XXXV спорт ăмăртăвне чаплă лару-тăрура уçрĕç. Çак кун райадминистраци ĕçченĕсем, районти предприятисемпе учрежденисенче тата организацисенче тăрăшакансем, шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата ыттисем те спорт ăмăртăвне хаваспах хутшăнчĕç. Çапла тĕрлĕ ÿсĕмри 895 йĕлтĕрçе пĕрлештерчĕ çак уяв. Вĕсене чи малтанах район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков спорт уявĕ ячĕпе ăшшăн саламланă май кунашкал ăмăртусене хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пынине асăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пурне те кăмăл çĕкленĕвне тата спортпа яланах туслă пулмашкăн сĕнчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене ырă кун суннă май ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов пурне те ăнăçлă старт сунчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти "Дент-а-мед" стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин спортсменсене, активлă канăва юратакансене, сывă пурнăçа пропагандăлакансене спорт уявĕпе саламларĕ. Унтан хаваслă стартсем пуçланчĕç. Яланхи пекех чăн малтан 2017 метрлă дистанцин VIP- чупăвĕ пулчĕ. Унтан массăллă старт, чи кĕçĕн ачасем - ача-пăча садне çÿрекенсем, шкулта вĕренекенсем тата йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем йĕлме йĕлтĕр йĕрне якатрĕç. Чи çамрăк çĕнтерÿçĕсем - Вăрмар поселокĕнчи 2-мĕш номерлĕ "Колосокри" К.Яковлевăпа 5-мĕш номерлĕ "Родничок" ача-пăча садне çÿрекен П.Андреев пулчĕç, финиша пĕрремĕш çитрĕç. Пур çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç. Мероприяти ирттерме "Диал-АВТО" дилер центрĕ спонсорла пулăшу кÿчĕ. Çак кун Вăрмар райповĕн "Обществăлла апатлану предприятийĕ" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем техĕмлĕ чейпе тата тутлă апат çимĕçпе сăйларĕç. Уяв пуриншĕн те савăнăçлă иртрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика