АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ята хăйĕн ăсталăхĕпе çĕнсе илнĕ

11 февраля 2017 г.

Ырă ята хăйĕн ăсталăхĕпе çĕнсе илнĕ

Районта вăтам тата вак предпринимательлĕх куллен кун аталанса пырать.  Вĕсем  хальхи вăхăтра  пурĕ 614. Чылайăшĕ суту-илÿ енĕпе вăй хурать. Хăшĕсем çĕвĕ ĕçĕпе тăрăшаççĕ, теприсем производствăна аталантарса ярас тесе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри те ĕнтĕ «Алекс» тулли мар яваплă  общество. Вăл 1992 çулта йĕркеленсе, ăнăçлăн ĕçлеме тытăннă. 

Вăл вăхăтра самани те такана çинчи шыв пекех чÿхенсе тăнă. Тем тусан, мĕн ĕçлесен тĕрĕс пулассине никам та чухласа та илеймен пулĕ. Анчах та умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхнă хамăр район çынни Николай Николаевич Александров вăл вăхăтри экономикăри лару-тăрăва пĕр шикленмесĕр йышăнса предпринимательлĕх ĕçне пуçарса янă. Умри çул тумхахлă та мухтавлă пулнине вăхăт иртнĕçемĕн кăна чухласа илнĕ вăл. Унтанпа 25 çул хыçа юлчĕ. Çак вăхăтра пурнăçра йывăрлăхĕ те тулли лав пулнă темелле, савăнăçĕ те - ытам тулли. Ачаранах ума лартнă тĕллеве малалла çирĕппĕн тытса пырса вĕçне çитерме хăнăхнă Николай Николаевич çăкăр-тăвар сĕтел çине мĕнлерех килсе выртнине питĕ лайăх ăнланнă, халĕ те çаплах, усăсăр сăмах вакласа çÿреме вăхăчĕ те, кăмăлĕ те çук унăн. Иртнине таврăнса унăн кун-çулне йĕрлес пулсан: вăл Вăрмар поселокĕнчи Екатерина Сергеевнăпа Николай Александрович Александров çемйинче çуралса ÿснĕ. Йышлă çемьере çитĕннĕскер мĕн ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ. Ашшĕ ăста столяр пулнăскер ачисене - ывăлĕсене - çак ĕçĕн вăрттăнлăхне вĕрентсе ÿстернĕ. Ачисене чунтан юратакан амăшĕ хуть те мĕнле ĕçе вĕренни те пурнăçра кирлĕ пулассине сахал мар каланă. Çакă вара Николай Николаевичшăн мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пурнăç çулне уçса пынă тесен те тĕрĕсех пулĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсенех çамрăк каччă Хусанти 41 училищĕре вĕренсе радиомеханик специальноçне алла илет. Унтан районти халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра ĕçлеме тытăнать. Çакăнтах унăн салтак ячĕ те тухать. Инçетхĕвелтухăçĕнчи пĕр чаçре службăра тăрать. Чăваш каччи кунта та лайăх енĕпе ыттисенчен палăрса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле «За воинскую доблесть» медальпе наградăлаççĕ. Салтакран киле таврăнсан тĕрлĕ ĕçре тăрăшать харсăр каччă. Пĕр ĕçрен те ютшăнса тăмасть. Ĕçлесе кăштах укçа пухнă хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн «Электрификация промышленности» факультетĕнче вĕренме тытăнать. «Ун чухне пурнăçĕ çителĕклĕ пулманран аттен пальтипе шапкине тăхăнса университет алăкне уçрăм. Вăл вăхăтра пурнăçĕ пурин те пĕрешкел пулнă, мĕн тăхăннине пăхсах кайман. «Çыннăн тăнĕпе ăсĕ пултăр», - тесе анне калани манăн нихăçан та пуçран тухман», - тет Николай Николаевич çав çулхи кунсене аса илнĕ май. Вĕреннĕ вăхăтра вахтерта та ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Пĕр вăхăт районти юсавпа строительство участокĕнче VI разрядлă каменщикра та вăй хунă вăл. Университета 1976 çулта вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен направленипе Брянск облаçĕнчи Новозыбков хулинчи пĕр завода ĕçлеме яраççĕ. Заводри тĕп энергетик пайĕнче инженерта ĕçлеме тытăнать, унтан ăна компрессорпа кислород станцине маçтăра куçараççĕ, каярахпа заводри газ хуçалăхне хăрушсăрлăхсăр ĕçлеттерессин контрольпе надзор пайĕнче инженерта, аслă инженерта тăрăшать. 1982 çулта çак заводрах техникăлла контроль пайĕн начальникĕн заместителĕнче ĕçлет. 
Пурнăç пĕр тикĕс килмест, тăван килти хăш-пĕр сăлтавсене пула унăн хамăр района куçса килме тивет. Малтанах КПСС Вăрмар райкомĕнче ĕçлеме пуçлать. Пултарулăхне кура тата ĕç çине хуçалла пăхнине шута илсе ăна Чăваш АССРĕн «Илем» производство пĕрлешĕвĕн районта çĕнĕрен уçăлнă художествăлла изделисен фабрикине директорта ĕçлеме куçараççĕ. Тин çеç уçăлнă çĕвĕ фабрикинче татса памалли ыйтусем питех те нумай пулаççĕ. Анчах та Николай Николаевич хурçă карап пек умри пăра çĕмĕрсе пыма хăнăхнăскер, тĕрлĕ ыйтусене вăхăтра татса парса çĕвĕ фабрики ăнăçлă ĕçлеме тытăнать те таврара ырă ятпа палăрса тăрать.
Яланах çĕннине пĕлесшĕн, пурнăçа кĕртесшĕн тăрăшаканскер, 1984 çулта районти строительство материалĕсен заводĕнче хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче ĕçлет. 1986 çулта Вăрмарти механика заводĕнче III категориллĕ инженер-конструкторта ĕçлесе хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Ылтăн алăллă специалист пур çĕрте те ырăпа палăрса тăрать. Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулта производствăпа вĕрентÿ учителĕнче те ĕçлеме тÿр килет ăна. Пурнăç çулĕн тĕрлĕ лакăм-тĕкĕмĕсене якатса утса тухать Николай Николаевич. Анчах та ăна хăйĕн пуçĕнче тахçантанпах вăрттăн аталанса та аталанса пыракан шухăшĕ - предпринимательлĕх ĕçне алла илесси - канăç паман. Çапла вара 1992 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче уйрăм çын предприятийĕ ?ИЧП/ ĕçлеме тытăнать. «Руль» умĕнче - Николай Николаевич Александров. Каллех çĕнĕрен йĕркеленнĕ предприятине ура çине тăратмалла пулнă. Çăмăлах пулман пулин те пĕтĕм вăйран ĕçлени аталану çулĕ çине тăма пулăшнă, районта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем те йĕркеленнĕ. Малтанхи вăхăтра виçшер смена та ĕçленĕ кунта рабочисем. Кĕпе-йĕм валли кирлĕ резинка туса кăларнисĕр пуçне сĕтел-пукан ăсталассипе те тимлеççĕ. Николай Николаевич столяр ĕçне ăста пĕлекенскер сĕтел-пукан, кравать эрешĕсене хăй те ăсталать. Вĕсен фирми ĕçлеме пуçланă вăхăтра çĕршывра экономика лару-тăрăвĕ те çирĕпех пулман, хăш-пĕр нимех те мар япаласем те дефицитчĕ. Ун чухнехи пурнăç таппипе тан утса пырса Николай Николаевич малтанах резинка çыхакан 10 станока кредитла туянать те ĕç-пуç вырăнтан хускалать. Кăштах вăй хунăçемĕн унăн «çимĕçĕ» хамăр районти суту-илÿ точкисенче кăна мар, республика тулашне те çăмăллăнах тухма тытăнать. Акă, тĕслĕхрен, 2000-2002 çулсенче кăна хăйсен продукцине 2 миллиона яхăн тенкĕлĕх сутаççĕ. Резинка çыхнисĕр пуçне сĕтел-пукана та заказпа туса сутма тытăнаççĕ. Пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ, станок çумне станок хушăнса пырса предприяти малалла ăнăçлă аталанса пырать. Халĕ вĕсен 50 станок. Пурнăç улшăнса пынă май «Алекс» уйрăм çын предприятине 1999 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче РФ Гражданла кодексĕпе килĕшÿллĕн тулли мар яваплă общество туса хураççĕ. Малтанхи çулсенче ЧР Президенчĕ пулнă Н.Федоров района ĕçлĕ визитпа килсен вĕсен предприятине пĕрре кăна мар килсе курса лайăх хак парса тĕрлĕрен грамотăсемпе тата Тав хучĕсемпе наградăланă, алла çыхмалли сехетпе чысланă. Николай Васильевич Федоров ертсе пыракан ушкăнпа Николай Николаевич Мускаври Франци посольствинче те пулнă. Дипломсемпе грамотăсем тенĕрен вĕсем питех те нумай, пурне те çырса та пĕтерес çук. Хăйсем туса кăларакан таварĕсемпе вĕсем тĕрлĕрен конкурссемпе фестивальсене хутшăнса призлă вырăнсене те сахал мар çĕнсе илнĕ. Раççейри предпринимательсен кунĕ ячĕпе райадминистрацин тĕрлĕ çулсенчи пуçлăхĕсем те Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысланă. Çапла пулмасăр, 25 çул хушшинче район экономикине пуянлатассишĕн «Алекс» тулли мар яваплă общество сахал мар вăй хунă. Паянхи кун, йышĕ нумаях мар пулин те, вĕсем туса кăларакан тавар Хусана, Пушкăрта, Уфана, Ульяновска, Йошкар-Олана ăсанать. Кунта ĕç шавĕ пĕрре те лăпланмасть. Ĕçе пĕтĕмпех механизациленĕ май хальхи вăхăтра обществăра 6 çын кăна вăй хурса пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлаççĕ. И.Александрова директорăн коммерци енĕпе ĕçлекен заместителĕ; М.Петрова - бухгалтер; Т.Яковлева - укладчик-упаковщик; С.Петрова резинка çыхакан оператор. Вăл çак ĕçре «Алекс» общество уçăлнă кунтанпах тăрăшать. Ĕçри кăткăслăха пĕтĕмпех ăнланса пырать. «Ăсталăха хамăр туптатпăр», - тенĕ пек хăй ĕçĕнче чăн ăста. Пысăках мар коллектива тăнлавĕсем шуралма ĕлкĕрнĕ Николай Николаевич ăнăçлă ертсе пырать. Чунĕпе вăл çамрăк-ха, мал ĕмĕтлĕ, ума лартнă тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçласа пырать. Общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май, опытлă та талантлă руководителĕн алли чăннипех те ылтăн пулнине туйса илетĕн, йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем паянхи кун та рынок условийĕсенчен пăрăнмасăр пурнăçпа тан утса пыраççĕ. 
«Пысăк бизнес вак бизнесран пуçланать. Çавăнпа та вăтам тата вак предпринимательлĕхе аталантарас тĕллевпе патшалăх пур енлĕн пулăшса пырать. Ку енĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн хушăвне пурнăçласа пырса пирĕн район администрацийĕнчи яваплă руководительсем çамрăксене предпринимательлĕхе, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсене явăçтарма тăрăшни питех те лайăх. Чăваш халăхĕшĕн ĕç мĕн авалтанпах чи малти вырăнта пулнă. Ĕç çынна хисеп, илем кÿрет, чапа кăларать. Ан тив, çамрăксем хăйсен ĕçне пуçарса ярса аталанма тытăнччăр. Ĕç пулсан çын çемье çавăрса кил-çурт хăпартать. Ют çĕре ĕçлеме каймасăрах çемйисене тăрантарса пурăнма пултараççĕ. Çакă вара ачи-пăчине харпăр хăй тĕллĕн пурăнма хăнăхтарать. Харпăр хăй ĕçлесе илнĕ çăкăр та тутлăрах. Ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ çамрăксем ватăсене те хисеплеççĕ», - тет малашлăха шанчăклăн пăхакан Н.Александров предприниматель. Вак предпринимательлĕхе 25 çул ертсе пыраканскер пĕрле ĕçлекенсене хăйсен профессильлĕ уявĕпе ăшшăн саламлать. Пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те, яланхиллех сулмаклăн та хавхалануллă утма татах та нумай çул пĕрле ăнăçлă ĕçлеме хурçă пек çирĕп сывлăх, çăлкуç таппиллĕ телей те вăй-хал сунать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика