АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Савнă ен, Чăваш çĕршывĕ»

11 февраля 2017 г.

 

Мĕнпе илемлĕ кашни утăм:
Мĕнле чун туйнă тĕнчене -
Йăлтах эп ÿкересшĕн пултăм
Чĕрĕлекен чĕлхем çине? 
П.Хусанкай.
Февралĕн 3-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» 5-мĕш номерлĕ ача-пăча садĕнче чăваш поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа «Савнă ен, Чăваш çĕршывĕ» ятпа мероприяти иртрĕ. Н.Михайловăпа Н.Васильева воспитательсем ачасене Петĕр Хусанкай пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. «Асамат кĕперĕ» тата «Çăлтăр» ушкăнсенчи ача-пăчасем вĕсене активлă хутшăнчĕç. Д.Желтухин «Савнă ен, Чăваш çĕршывĕ» сăввинчи пĕр сыпăкне, Н.Борисова «Тăван Шупашкар» сăвва пысăк туйăмпа вуларĕç. П.Хусанкай шăрçаланă «Тăван çĕршыв», «Таня» хайлавĕсене чăваш ачисем аван пĕлеççĕ. «Çăлтăр» ушкăнри ачасем - М.Чернова, Н.Иванова, Е.Гаврилова, В.Иванова - «Таня» поэмăри пĕр сыпăка ăнăçлăн инсценировкăларĕç. Унта çамрăк хĕрсемпе каччăсем вăрçă тискерлĕхне пăхмасăрах Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕлеме тухса каяççĕ. Çакăнпа эпир ачасен патриотизм, хăюлăхпа паттăрлăх туйăмĕсене çуратма тăрăшрăмăр. 
Мероприяти вăхăтĕнче ачасем Хусанкай çырнă сăввисем тăрăх нумай ыйту пачĕç. Аслă поэтăмăр пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсемпе паллашрĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.МИХАЙЛОВА, воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика