АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕкĕреш çурални - икĕ хут пысăкрах телей

11 февраля 2017 г.

Ача çурални - тулли çемьере пурăнакансемшĕн пысăк телей. Йĕкĕрешсем çурални вара икĕ хут ытларах савăнăç кÿрет.

Район администрацийĕн ларусен залĕнче савăнăçлă лару-тăрура икĕ çемьене ача çурални çинчен ĕнентерекн свидетельствăсем пачĕç. Чупай ялĕнчи Любовь тата Александр Ефимовсен çемйинче Елисейпа Тимофей ятлă арçын ачасем кун çути курнă. Çĕнĕ Мăнтăрти Августăпа Александр Ильинсен çемйинче те икĕ ывăл Алексейпе Арсений çуралнă.
"Паян сирĕншĕн телейлĕ кун. Чăтăмсăррăн кĕтнĕ уйăхсем хыççăн сирĕн тĕпренчĕксем кун çути курчĕç. Ырă та ăслă ашшĕ-амăшĕ пулма пĕлĕр. Сирĕн çемйĕрсенче ăнлану, юрату хуçалантăр", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов. Александр Иванович телейлĕ ашшĕ-амăшĕсене ача çуралнине ĕнентерекен документсене тата ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн саламне панă. Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова калаçрĕ. Ачасене тĕрĕс-тĕкел, сывă та телейлĕ çитĕнме, ашшĕ-амăшĕсене ăнăçу, чăтăмлăх сунчĕ. Çак кун ашшĕ-амăшĕсен асĕнче яланлăхах асра юласса шанатпăр. Пĕчĕк арçын ачасемшĕн вара ырă та телейлĕ пурнăç çулĕн пуçламăшĕ пултăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.Шишкина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика