АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ пирвайхи «чĕкеç»

11 февраля 2017 г.

Халăх пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ пирвайхи «чĕкеç»

«Хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм,

Ăсĕ кĕске, - тетчĕç, -
Уншăн çут тĕнче курмашкăн
Мĕне кирлĕ? - тетчĕç, -
Кил терĕш тирпейлесессĕн,
Тата ĕне, сурăх
Пăхса усрама пĕлсессĕн,
Мĕне кирлĕ урăх?», -
çапла çырнă Çеçпĕл Мишши «Чăваш арăмĕ» сăвăра. Иртнĕ пурнăç çине çаврăнса пăхса пĕтĕмлетÿ туса çапла кĕвĕленĕ хĕрÿ чĕреллĕ сăвăç. Малашне патшалăх хĕрарăма та ирĕклĕхпе пĕртанлăх парасса çирĕп ĕненнĕ вăл.
1920 çулта чăваш халăхĕ Автономи илет. Облаç ятпа çеç пулин те çĕнĕ пурнăç йĕрки тăрăх Шупашкарта ертÿлĕх тытăмĕ йĕркеленет. Совет влаçĕн пирвайхи декречĕсем пур гражданина та пĕртан тивĕçсем /правасем/ панă. Çавăнпа патшалăхăн тĕрлĕ учрежденийĕсенче хĕрарăмсен сассисем илтĕнме пуçлаççĕ.
Унччен-ха... «Хĕрарăм çемье пурнăçĕнче тĕп вырăнта тăрать пулин те вăл çемье картинчен, ял таврашĕнчен малалла каяймасть», - тенĕ И.Я.Яковлев. Чăнах та, 1918 çулччен этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ вĕрентÿ тытăмне çеç хутшăнма пултарайнă. Çак тивĕç те ăна, тĕпрен илсен, 1874-мĕш çулсем хыççăн, патша Правительстви вĕрентÿ енĕпе вырăс мар халăхсене хăш-пĕр çăмăллăхсем парассипе çыхăннă саккунсем йышăнсан çеç, лекме пултарнă. Тĕрĕссипе, Чĕмпĕрте /Ульяновск/ И.Я.Яковлев учительсем хатĕрлекен шкулта хĕрарăмсен уйрăмне 1878 çулта уçнă хыççăн чăваш хĕрĕсем тарăнрах пĕлÿ илсе пуçламăш шкул учителĕ пулма пултарнă. Алла свидетельство илсен вĕсем ялсенчи шкулсене кайнă. Паллах, хĕрарăм-учительсем ял пурнăçне çĕнĕ варкăш /ытларах культура енĕпе/ илсе килнĕ, анчах та вĕсене пурпĕрех патшалăх тытăмĕн ертÿлĕхĕн пĕчĕк сыпăкĕсем /вулăс/ патне те пыртарман, обществăн çивĕч ыйтăвĕсене ?тĕрлĕ шайри ертÿлĕх суйласси, салтака парасси, çĕр уйăрасси/ татса парас ĕçе хутшăнтарман. Çак киревсĕр йĕрке 1920-1925 çулсенчи улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем хыççăн историе çеç кĕрсе юлать - хĕрарăмсем патшалăх ĕçне тÿрремĕнех хутшăнма пуçлаççĕ. Кăна эпир хамăр район тĕслĕхĕнче те куратпăр. Эппин, историе кăштах йĕрлер-ха.
1925 çулта Чăваш автономи облаçĕнчен Чăваш Республики йĕркеленет. Çичĕ ĕмĕре яхăн, Атăлçи Пăлхар патшалăхне аркатнăранпах, чăвашсем патшалăх тытăмĕпе пурăнма пултарайман, çавăнпа ĕнтĕ çĕнĕ саккунсем халăха чĕререн савăнтарнă. Иртнĕ пурнăç паллисем - уессем, вулăссем - 1927 çулта ĕç хучĕсенчен тасалаççĕ. Сентябрĕн 5-мĕшĕнче ВЦИК Президиумĕ Чăваш Республикинче уессемпе вулăссене пĕтерсе районсем йĕркелесси пирки Постановлени кăларать. Çак хушупа килĕшÿллĕн сентябрĕн 15-мĕшĕнче Вăрмар районĕ /центрĕ - Вăрмар станцийĕ/ туса хурасси пирки Хушу тухать. Район тытăмне йĕркелес ыйтупа октябрĕн 1-2-мĕшсенче сĕтел-пукан фабрикин клубĕнче ялсенче суйланă делегатсен съезчĕ иртет. Съездра Вăрмар районĕн ĕç тăвакан комитетне 15 çынна суйланă. Ĕçтăвком Президиумĕн председателĕ пулма Николай Прохорович Хаймуллина сĕнеççĕ.
Васса Савушкина асаилĕвĕнчен: «... Районти исполнительнăй комитетăн малтанхи составĕнче çак юлташсем ĕçлерĕç: председателĕ Н.Хаймуллин, заместителĕ Г.Ахуков /çĕрĕç пайĕн заведующийĕ/, секретарĕ А.Шалфеев, исполком членĕсем - Г.Сергеев /финанс пайĕн заведующийĕ/, В.Савушкина /культура пайĕн заведующийĕ/, В.Сучков /милици уйрăмĕн начальникĕ/, М.Волков /парти райкомĕн секретарĕ/, И.Филиппов /комсомол райкомĕн секретарĕ/.
Кам-ха вăл Васса Савушкина; 1910 çулхи çуркунне Çитмĕш ялне çĕнĕ вĕрентекен килет. Çамрăк, хулаллилле тăхăннă 18-ти чăваш хĕрĕ. Васса Максимовна Кузнецова Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире экстерн майпа экзамен тытса учитель ятне илнĕскер, Вĕрентÿ округĕн Попечителĕ хушнипе Вăрмар тăрăхĕнчи чăваш шкулне ĕçлеме килнĕ. Вăл Етĕрне уесĕнчи Çĕпрел ялĕнче /халĕ Вăрнар районĕ/ 1892 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Пуçламăш шкултан лайăх паллăсемпе пĕлÿ илнĕскере земство урлă малалла вĕренме сĕннĕ. Темшĕн-çке пултаруллă хĕрача Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне кайман, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн пуçламăш шкул вĕрентекенĕ ята тивĕçнĕ. Унăн аппăшĕ Мария, йăмăкĕ Матрена И.Я.Яковлев патĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн учительте ĕçленĕ, вĕсен ачисем те педагогика енĕпе кайса ĕç династине малалла тăснă.
Васса Максимовна 1921 çулта РКП/б/ ретне кĕнĕ, малашне ĕнтĕ унăн пурнăçĕ шкул тата патшалăх ĕçĕсемпе тачă çыхăнать. Вăл Шупашкар уесĕн Никольски вулăсĕн секретарĕнче тăрăшать, шкул Канашĕн йышĕнче тăрать.
В.Савушкина асаилĕвĕнчен: «Çĕнĕ, телейлĕ пурнăçшăн пуçланнă кĕрешĕве пирĕн районти хĕрарăмсем те активлă хутшăнчĕç. Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисем суранласа хăварнă хуçалăха ура çине тăратассине пур патриоткăсем те хăйсен тивĕçĕ вырăнне хучĕç. Ялсенче çĕр ĕç культурине, промышленноç предприятийĕсенче ĕç тухăçлăхне ÿстерессишĕн вăя шеллемерĕç.
Çав вăхăтрах халăхăн культурине ÿстерес, хут пĕлменлĕхе пĕтерес ыйтусене татса памалла пулнă. Ку ĕçе те хĕрарăмсем пысăк хастарлăхпа тытăнчĕç. Кашни ялта тенĕ пекех хĕрарăмсен советне йĕркелерĕмĕр. Вĕсем малтанхи вăхăтра хут пĕлменлĕхе пĕтерессишĕн нумай тăрăшрĕç, унтан хĕрарăмсен культурăллă туйăмĕсене аталантарас тĕлĕшпе ĕçлерĕç...»
Çитмĕшре учительте тăрăшнă çулсенче Васса Максимовна ял çыннисемпе вĕренекенсенчен хор йĕркеленĕ. Районти ялсенче концертсем кăтартнă. Çак хор 1927 çулта Шупашкарта иртнĕ Пĕрремĕш халăх пултарулăхĕн Олимпиадине хутшăннă.
В.Савушкина 1938 çулта Мускаври Пĕтĕм Союзри юридици институтĕнчен заочно майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. 46 çулти 6 ача амăшĕ нимле йывăрлăхран та хăраман. Район пурнăçĕнче хастар пулнă, çав вăхăтрах пур ачине те тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшнă. Унăн виçĕ ачи хăйсен пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă. Пĕтĕмĕшле илсен Савушкинсен çемйин вĕрентÿри ĕç стажĕ 200 çултан та иртет.
Васса Максимовна 1953 çулчченех суд тытăмĕнче вăй хунă. Район çыннисем ăна ытларах халăх судйи пулнăран пĕлеççĕ. Вăл пенсие тухсан та общество ĕçне хастар хутшăннă. Шкул ачисемпе тĕл пулнă самантсенче район йĕркеленĕвĕ çинчен интереслĕ калаçусем ирттернĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Цыфаркин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика