11 февраля 2017 г.
.jpg)
Кашни ялтах Вăрмар райпо лавккисем çынсене тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсемпе, кулленхи пурнăçра кирлĕ япаласемпе туллин тивĕçтереççĕ. Мĕн кирлине саккас мелĕпе кÿрсе килсе те параççĕ, хуçалăхра сутмалли тавар пур пулсан, ăна та вырнаçтарма пулăшаççĕ. Ялта пурăнакансемшĕн райпо лавкки питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пĕтĕмĕшле райпо лавккисем халăхшăн ĕçлеççĕ. Кунта тавар туянма килсен сутуçăсемпе чуна уçса калаçма, тĕрлĕ хыпарсене пĕлме те пулать. Нимĕнле конкуренцие пăхмасăрах Вăрмар райповĕ малалла тăрăшса ĕçлет, аталанать, малашлăх тĕллевĕсене палăртать.
Акă иртнĕ юнкун районти потребительсен обществин уполномоченнăйĕсен черетлĕ 98-мĕш отчет пухăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăвашпотребсоюз Правленийĕн Председателĕн заместителĕ А.Данилов, Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Краснова хутшăнчĕç.
Вăрмар районĕн потребительство обществин 2016 çулхи финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе унăн Канашĕн председателĕ С.Харитонов паллаштарчĕ.
2016 çулта Вăрмар райповĕн пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 242 миллион та 551,2 пин тенкĕпе танлашнă. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн тавар çаврăнăшĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 201 миллион та 592 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕр çын пуçне тавар сутасси 14 пин те 555 тенкĕ. Тупахри, Чулкасри, Вăрмар поселокĕнчи «Заря», «Органика», Кивĕ Шулханти, Çитмĕшри, Мăнçырмари лавккасенче тавар çаврăнăшĕ хăвăрт пулса пырать. Чĕкету, Пăртас, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Шулхан, Чăршçырма, Пăвакасси, Кĕçĕн Чак, Çиçтĕпе ялĕсенче лавккасем çук е вĕсем вăхăтлăха хупăннă. Çак ялсенче пурăнакансем валли кашни эрнере юнкунпа кĕçнерникун автомашинăсем тавар кÿрсе килеççĕ. 2016 çулта таварçаврăнăш планне ветеринари аптеки 115,32 процент, Вăтакасри лавкка 104,31 процент, Энĕшпуçĕнчи лавкка 102,59 процент, Шăхалĕнчи лавкка 101,99 процент, Шутнерпуçĕнчи лавкка 101,51 процент, Тупахри лавкка 100,23 процент пурнăçланă.
2017 çулта 10 лавккана автоматизацилеме тĕллев лартнă. Райпо лавккисене илсе килекен алкоголь продукцине шанчăклă партнерсем кÿрсе килеççĕ.
Вăрмар райповĕн тĕп тĕллевĕ - лавкка сентрисене пысăк пахалăхлă, хитре чĕркенĕ, сывлăхшăн усăллă таварсемпе тултарасси, туянакансене ăшă та çутă лавккасемпе савăнтарасси.
Районта пурăнакансем, район хăнисем «Общепит» тулли мар яваплă обществăн продукцине уйрăмах килĕштереççĕ. Унăн 2016 çулхи тавар çаврăнăшĕ 58 миллион та 242 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕтĕмĕшле 39 миллион та 259 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çав шутра çурма фабрикатсене - 1 миллион та 290 пин тенкĕлĕх. Обществăлла апатлану предприятийĕсем халăхран туйсемпе юбилейсем, çуралнă кунсемпе, асăну кунĕсене ирттерме саккассем йышăнаççĕ. «Кулинария» кафе чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан суту-илÿ точки. «Общепит» тулли мар яваплă обществăн директорĕ М.Сейфуллина кăçал районта ачасем валли çĕнĕ кафетерий туса лартассине пĕлтерчĕ. Паллах, район ачисемшĕн ку пысăк савăнăç пулĕ. Г.Эверсков Кивĕ Вăрмарти райпо лавккин ĕçĕ-хĕлне ырларĕ. Сутуçă ял çыннисене яланах тарават кĕтсе илет. Халĕ çынсене лавккара çĕр улми вăрлăхĕ сутасси канăçсăрлантарать. Кирек епле япала кирлĕ пулсан та райпо лавкки чуна çывăхрах.
Çавăн пекех «Заря» гастроном заведующийĕ Н.Семенова вăйлă конкуренци условийĕсенче ĕç планне тултарса пыма йывăр пулнине пĕлтерчĕ. «Юлашки вăхăтра поселок центрĕнче федераллă сетьсен 3 пысăк лавкки /«Магнит», «Бристоль», «Красное и белое»/ уçăлни тавар сутаслăхне чакарчĕ.
Апла пулин те эпир пуçа усмастпăр, «Чăвашăнне туян» акцисем ирттеретпĕр. Акă Çĕнĕ çул умĕн тортсем нумай сутрăмăр. Хамăрăн продукцине туянма чĕнетпĕр пурне те», - терĕ вăл.
Инвалидсен районти обществин председателĕ Э.Борисова уйрăмах обществăлла апатлану ĕçченĕсем, «Кулинария», «Юность» кафе пирки ăшă сăмахсем каларĕ. «Общепитăн» тутлă кукăлĕсене туянмасăр нимĕнле те чăтаймăн», - терĕ Э.Борисова. Çавăн пекех вăл Сергей Николаевича районта пурăнакан инвалидсен пурнăçĕнчен айккинчен юлманшăн, пулăшнăшăн тав турĕ.
Район администрацийĕн пуçлхĕн заместителĕ - экономикăпа суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ, малашне аталанса пыма ăнăçу сунчĕ.
Чăвашпотребсоюзăн Вăрмар райповĕн кăна мар, ытти районсенчи потребительсен обществисен те вăйлă конкуренци условийĕсенче ĕçлеме тивнине каларĕ А.Данилов. Вăрмар райповĕн ĕçченĕсене вăл ытти потребительсен обществисемпе ĕç опычĕпе улшăнса ĕçлеме сунчĕ.
Пухăва хутшăннисем пĕр саслă пулса райпо канашĕн отчетне, 2017 çулхи çулталăк балансне çирĕплетрĕç.
Вăрмар райповĕнче ĕç династине малалла тăсакан аслă категориллĕ менеджер Галина Андреевна Михайлова 10 пин тенкĕпе танлашакан сертификата тивĕçрĕ. Районти потребкоопераци системинче Михайловсен çемье династийĕ 93 çул.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.