АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Летчик çеç мар, депутат та

08 февраля 2017 г.

Аслă ăрури çынсене Валерий Павлович Чкалов кам пулнине ăнлантарма та кирлĕ мар. Вăл - паллă летчик-испытатель, Ленин орденне икĕ хут тивĕçнĕ Совет Союзĕн Геройĕ.

1904 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Горький /халĕ Чулхула/ облаçĕнчи Васильево слободинче /халĕ Чкаловск хули/ çуралнăскер летчик ăсталăхне малтанах /1921-1922 ç.ç./ Егорьевскри летчиксен çарпа теори шкулĕнче алла илнĕ, унтан ăна çар летчикĕсен Борисоглебскри курсĕнче, Мускаври аслă пилотажăн авиацин çар шкулĕнче, Серпуховăри авиацин аслă шкулĕнче туптанă. 1936 çулхи август уйăхĕнче вăл А.Беляков, Г.Байдуков летчиксенчен тăракан экипажпа «АНТ-25» самолетпа пĕр чарăнса лармасăр Пăрлă Çурçĕр океанĕ урлă Камчаткăри Петропавловск хулине вĕçсе çитнĕ. Тата паллăрах пулăм 1937 çулхи август уйăхĕнче пулса иртнĕ, ун чухне В.Чкалов экипажĕ пуçласа Мускав-Çурçĕр полюсĕ - АПШ /Америкăн пĕрлештернĕ штачĕсем/ маршрутпа вĕçнĕ, вĕсене Америкăра чăн-чăн паттăрсем пек чысланă.
Темиçе хут калатпăр та, ку хутĕнче те унтан иртме çук. СССР Верховнăй Совечĕн пĕрремĕш суйлавне депутатсен кандидачĕсене тăратма пуçласан, чи малтанах В.Чкалов кандидатурине сĕннĕ. 1937 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Горький хулинче иртнĕ пысăк митингра кунти суйлав округĕнчен СССР Верховнăй Совечĕн Нацисен Канашне Валерий Павловича тăратма йышăннă. Çак хыпара Горький облаçĕпе Чăваш Республикинче пурăнакансем хапăл туса йышăннă. Паллă летчик ячĕпе Горький облаçне Чăваш Енрен çĕршер телеграмма килме пуçланă. Унта пуринче те суйлавçăсем: «Пирĕн Сирĕн çинчен вуласа кăна пĕлес килмест, хăвăра та курас килет, хисеплĕ юлташ, ентеш», - тесе çырнă.
Ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 20 кун хушшинче Валерий Павлович суйлавçăсемпе 70 ытла тĕл пулу ирттернĕ. Суйлав округне кĕрекен Чăваш Енре мĕнле пулмăн-ха? Уçă çĕрте нумай калаçма тивнĕрен паллă летчикăн сасси ларма пуçланă, çавăнпа та ăна ăшă пÿлĕмсенче кăна сăмах калама сĕнÿ панă. Анчах та Канаша çитсен Тĕп Лапамра пухăннă 12 пин çынна курсан 30 градуслă сивĕре вĕсем патне тухнă. Унпа пĕрле пулнă Чăваш Республикин руководителĕсем тăлăп тăхăнма сĕннине хирĕçлесе çапла каланă вăл: «Мĕнле летчик пулатăп-ха эпĕ, енчен те халăх умĕнче пальтопа та тăма пултараймастăп пулсан? Сивĕ çанталăкра сехет ытла тăсăлнă митинга Вăрмар район çыннисем те чылай хутшăннă. Шел, В.Чкалов Вăрмар станцинче пулман.
Декабрь уйăхĕнче СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕн пĕрремĕш суйлавĕ иртнĕ. Горький суйлав округĕпе пĕр сасăллă пулса В.Чкалова депутат пулма суйланă. Аса илтеретпĕр: унта Горький облаçĕпе Чăваш Республики кĕнĕ. Валерий Павловичшăн икĕ миллион çурă суйлавçă сасă панă, çавăнпа та вăл вĕсен ыйтăвĕсене тÿрре кăларассишĕн нумай тăрăшнă. Анчах та пурнăçĕ кĕске пулнă çав - паллă летчик çĕнĕ «И-180» истребителе тĕрĕсленĕ чухне 1938 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче синкерлĕ вилнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.Байдуковaн «Чкалов» кeнеки тaрaх И.Иванов хатeрленe. Мaнcырма ялe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика