08 февраля 2017 г.
Кăçал районта юбилейсем чылай. Ку вăл района йĕркеленĕренпе 90 çул çитни те, Вăрмар станцийĕ рабочи поселокĕ ята илнĕренпе 70 çул пулни те. Манăн вара тепĕр çавра пулăма аса илтерес килет. Паллă датăсем умĕнче вăл хыçа юлма та пултарать.
Шăп та лăп 110 çул каялла, 1907 çулта февралĕн 13-мĕшĕнче Вăрмар станцийĕнчи чукун çул вокзалĕ умне чăваш тата тутар хресченĕсем йышлăн пухăннă. Вĕсем Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă, II Патшалăх Думин депутачĕ пулма суйланă А.Федорова Санкт-Петербурга Дума ĕçне хутшăнма ăсатса янă. Ун чухне «Хыпар» хаçат хресченсем ăна мĕн сунни çинчен çапла çырнă: «Çĕр, ирĕклĕх илмесĕр, ирĕклĕхшĕн кĕрешсе тĕрмене лекнĕ çынсене ирĕке кăлармасăр ан та кил», - çапла каланă ăна вĕсем».
Историпе кăсăкланакансем Александр Федорович çинчен лайăх пĕлеççĕ, ыттисене вара вăл тĕрлĕ вăхăтра йышăннă должноçсем, тунă ĕçĕсем çинчен кĕскен каласа парсан та юрать, вĕсене асăнни кăна хут çинче чылай вырăн йышăнать. Кивĕ Арапуç вулăсĕнчи утлă çар участокĕн заведующийĕ, Çĕрпÿ земствин çурт-йĕре çулăмран сыхлакан вăхăтлăх маçтăрĕ, земство управин гласнăйĕ, присяга паракан заседательсене суйлакан комисси членĕ, земство шкулĕсен попечителĕ, вулăсри земствăн обществăлла библиотекин заведующийĕ, Кивĕ Вăрмарти кредит обществине йĕркелекенĕ, ĕç хресчен депутачĕсен Совечĕн Пĕтĕм Раççейри йĕркелÿ съезчĕн делегачĕ, Кивĕ Арапуç вулăс Совечĕн общество хăрушсăрлăхĕн председателĕ. Вăл тăрăшнипех Кивĕ Вăрмарта земство шкулне уçнă, çавăн пекех Кавалта земство шкулне тунă чухне уполномоченнăй пулнă...
Çакăн пек вăй-хăват тапса тăракан çынна II Патшалăх Думине депутат пулма суйлаççĕ те. Пĕрремĕш кунсенчех А.Федоров Дума ĕçне хастаррăн тытăнать. Эсерсен çĕре национализацилеме палăртакан аграри саккунĕн проектне, халăха тăван чĕлхепе вĕренме, тÿлевсĕр пĕлÿ илме май паракан вăхăтлăх правилăсен проектне çырма тата сÿтсе явма хутшăннă.
II Патшалăх Думи 1907 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнчен июнĕн 2-мĕшĕччен кăна ĕçленĕ, анчах çак кĕске хушăра та пирĕн ентеш ырă ĕçсемпе палăрса юлма ĕлкĕрнĕ. 110 çул иртет унтанпа, çак хушăра Октябрьти революциччен тăватă Дума депутачĕсене, çĕнĕ Раççей историйĕнче 1994 çулхи январĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа Патшалăх Думин улттăмĕш созывĕ ĕçлет, пирĕн районтан вара çак хушăра пĕртен пĕр депутат 110 çул каялла тухнă. Çавăнпа та аякри 1907 çулхи феврале асра тытса Вăрмарти чукун çул вокзалĕ çине пĕчĕк çеç асăну хăми çакни кунтан хăй вăхăтĕнче хальхи район территорийĕнчен суйланнă депутата ăсатнине аса илтерекенни - питĕ вырăнлă пулмалла пек. Паллах, вокзал çурчĕ «Раççей чукун çулĕ» акционерсен уçă обществи çинче тăрать - пыр та асăну хăми çапса хур мар. Ирĕк илес тесессĕн РФ Патшалăх Думин депутачĕсем патне Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен Çырупа тухсассăн вырăнлă пулĕччĕ пулĕ, Чăваш Енрен кăна вĕсем пиллĕкĕн. РФ Патшалăх Думин депутачĕ ыйтса çырнине ?запроса/ темĕнле пуян общество та хуравсăр хăвармастех ĕнтĕ.
... А.Федорова илес пулсассăн, шăпи синкерлĕ килсе тухнă унăн. Пултаруллă çын репресси урапи айне лекет. 1938 çулхи июль уйăхĕнче арестлеççĕ, тахçан тăван уес центрĕ пулнă Çĕрпÿ хулин тĕрминче следстви пынă вăхăтрах çав çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче «ÿпке туберкулезĕпе» вилет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.