08 февраля 2017 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче Тикаш ялĕнче «Тегешевский» хуçалăхăн пĕрремĕш директорне Геннадий Алексеевич Чернова асăнса йĕлтĕр ăмăртăвĕ пулчĕ.
Чи малтанах эпир ăна январĕн 28-мĕшĕнче ирттерме палăртнăччĕ, анчах çак кун ытла та сивĕ пулнăран ăмăртăва куçарма тиврĕ. Иртнĕ шăматкун та термометрсем 24 градус сивĕ пулнине кăтартрĕç пулин те Чăваш Республикинчи, Вăрмар районĕнчи йĕлтĕрçĕсем ăмăртăва пур активлăхпа хутшăнчĕç. Мероприяти Тикашри шкул спорт залĕнче пуçланчĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов йĕлтĕрçĕсене ăмăртăва хутшăнма ăнăçу сунчĕ, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Иванов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов Г.Черновăн биографийĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Г.Чернова халалласа иртекен йĕлтĕр чупăвĕ çирĕп йăлана кĕрсе Тикашра çиччĕмĕш çул иртрĕ. Йĕлтĕр ăмăртăвĕ ăнăçлă ирттĕр тесе физкультура учителĕ О.Мефодьев, мероприятие йĕркелесе ирттерсе ярассипе ялти шкул учителĕ Л.Иванова нумай тăрăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене, укçан парнесене тивĕçрĕç.
Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ ял тăрăхĕн сайтĕнче Геннадий Алексеевич Чернова халалласа ятарлă баннер йĕркеленĕ. Унта «Тегешевский» хуçалăхăн пĕрремĕш директорĕ Г.Чернов ячĕпе ирттерекен ăмăртусем çинчен калакан информацине вырнаçтарнă.
Ăмăртăва хутшăнакансене пурне те тÿлевсĕр тутлă апат çитернĕ. Ку енĕпе шкулти поварсем тăрăшулăх кăтартнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Нарсов.