08 февраля 2017 г.

Çак ятпа Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕнче фотокурав уçăлчĕ. Ăна Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине халалланă.
Фотокуравăн тĕллевĕ _ обществăра позитивлă çемье сăнарне йĕркелесси, ашшĕ-амăшĕн ачисем умĕнче яваплă пулмаллине ăнлантарасси, çавăн пекех çемьери ырă йăласене упраса хăварса çитĕнекен ăрăва парса пырасси. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов курава уçнă май, хуть те хăш вăхăтра та çыншăн çемье чи пысăк пуянлăх пулнине, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассипе чи яваплисем ашшĕпе амăшĕ пулнине каларĕ. Конкурса 5 тĕрлĕ номинаципе 78 ĕç тăратнă. «Манăн çемье тĕнчи» /«Мир моей семьи»/ номинацире çемье пурнăçĕнчи асра юлнă самантсене сăнланă, «Анне аллисен ăшши» /«Тепло материнских рук»/ номинацире амăшĕ хăйĕн юратнă ачисемпе пĕрле ÿкерĕннĕ. «Çемье хÿттипе шанăçĕ» /«Семьи защита и опора»/ номинацире çемье пуçлăхĕ хăйĕн ачисемпе пĕрле; «Мăнуксенче - пирĕн вăй» /«Во внуках наша сила»/ номинацире кукамайсемпе асаннесем, кукаçисемпе асаттесем хăйсен мăнукĕсемпе пĕрле ÿкерĕннĕ; «Нумай ачаллă çемьесенчи пултаруллă ачасен марафонĕ» /«Марафон талантов многодетных семей»/ номинацире нумай ачаллă çемьесем тĕрлĕ мероприятисене хутшăннине кăтартнă.
Конкурс вара малалла пырать, ăна кăçалхи март уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.АНАНЬЕВА.