АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне чаплă лару-тăрура уçрĕç

08 февраля 2017 г.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне чаплă лару-тăрура уçрĕç

РФ Президенчĕ В.Путин кăçал - Раççейре экологи, ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн  çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май пирĕн районта та февралĕн 3-мĕшĕнче экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнă май темиçе пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕнче «Объективра - Çемье» фотокурав уçăлчĕ. Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне  Вăрмарти культура керменĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç. 

Культура керменĕнчи фойере уява хутшăнса «Семейная мастерская» ятпа районтан хутшăннă чылай çемье ăсталанă алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Сăмахран, Энтрияль ял тăрăхĕнчи Григорьевсен, Кухаренко, Арсентьевсен çемйисем эрешлесе хатĕрленĕ ĕçĕсем куракана хăйнеевĕрлĕхĕпе тыткăнларĕç. Ытти нумай пахалăхлă ĕçсемпе паллашма май килчĕ куравра, районта пурăнакан алă ăстисем мероприятие яланхи пекех активлă хутшăнчĕç. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем уява хатĕрленсе хамăр тăрăхри паллă çынсем çинчен курав хатĕрлерĕç. 
Асăннă мероприятие Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ытти хăнасем хутшăнчĕç. «РФ Президенчĕ В.Путин 2017 çула Раççейре - экологи, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май пирĕн йĕри-тавралăха тирпей-илем кĕртмелле. Çемьене тата çемье хаклăхне упраса хăварма тăрăшмалла, çамрăксен мăшăрланса пурăнассипе тимлĕрех пулмалла, ача пур çемье телейлĕ. Çапла Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ уçăлнă тесе шутлатăп», - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов. Унтан пурне те пĕтĕм ыррине сунчĕ. 
Вăрмар район территорийĕнче 10 пин ытла çемье пурăнать, нумай ачаллă çемье - 393, çав шутран пĕр çемьере çул çитмен ачасем 9-ăн пурăнаççĕ. 
Мероприятие ертсе пыракансем районта пурăнакан хисеплĕ те сумлă çемьесемпе паллаштарчĕç. Капăрлатнă сцена çине Арапуçĕнчи Беловсен çемйине хăпармашкăн ыйтрĕç. Аниса Петровнăпа Иван Тимофеевич çемье йăли-йĕркисене çирĕп тытса пынипе пĕрлех ялти обществăлла ĕçсене активлă хутшăнаççĕ. Тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркĕве хута яма пулăшнă вĕсем. Ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. 3 ача çуратса ÿстернĕ. Ачисем пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ. Энтрияль ял тăрăхĕнчи тепĕр сумлă çемьене сцена çинче чысларĕç. Ку - вăл Валентина Анатольевнăпа Геннадий Николаевич Алексеевсен ĕçчен те туслă çемйи пулчĕ. Вĕсем паянхи кун 10 гектар çĕр çинче пахча-çимĕç туса илеççĕ. Ялта пысăк авторитетлă, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнтерсе паянхи кун мăнукĕпе савăнаççĕ. Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Алевтина Виссарионовнăпа Лев Петрович Васильевсен çемйи творчествăлла пултарулăхĕпе тата спорт енĕпе палăрса тăрать. Хăйсен 3 хĕрĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. «Çемье - тымарĕпе, çын ĕçĕпе вăйлă» тени Çĕнĕ Мăнтăрти Елена Петровнăпа Олег Николаевич Никифоровсем пиркиех пулĕ. Телейлĕ мăшăр хăйсен ĕçĕ-хĕлне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарнă. 3 ачана тивĕçлĕ воспитани панă. Кавал ял тăрăхĕнчен Ираида Михайловнăпа Андрей Витальевич Жегалинсен нумай ачаллă хисеплĕ çемйи пулчĕ. Кĕлкешрен Алевтина Егоровнăпа Николай Иванович Николаевсем пулчĕç. Вĕсем юратупа килĕшÿре 40 çул пĕрле пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче те вĕсем ятлă-сумлă. 2 ача пăхса çитĕнтернĕ. Унтан Кĕтеснер ялĕнчи Викторовсен тĕлĕнмелле çемйипе паллаштарчĕç. Галина Васильевнăпа Семен Викторович иккĕшĕ те педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕсем. Палăртса хăвармалла, педагогсен династийĕ вĕсен пурĕ пĕрле 900 çулпа танлашать. Пĕрне-пĕри килĕштерсе 43 çул пĕрле пурăнаççĕ. Тĕрлĕ çĕртен панă нумай Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. 3 ача çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăнçырмари Нина Павловнăпа Михаил Степанович Андреевсен туслă çемйинче 5 ача çитĕннĕ. Çавăн пекех Кивĕ Вăрмарти Надежда Юрьевнăпа Валерий Николаевич Матвеевсен çемйи те 6 ачана кун çути парнеленĕ. Тикашри Зоя Георгиевнăпа Георгий Самонович Питеровсем 54 çул хушши пĕрне пĕри ăнланса пурăнаççĕ. Чулкасри Людмилăпа Василий Алексеевсем нумай пулмасть хăйсен «ылтăн» туйне пур тăванĕсемпе пухăнса паллă турĕç. Патти ялĕнчи Надеждăпа Николай Ивановсене, Шăхалĕнче пурăнакан Светланăпа Николай Долговсене, Пинер ял тăрăхĕнчи Роза Германовнăпа Федор Николаевич Нимаковсене, Энĕшпуçĕнчи Мария Алексеевнăпа Геннадий Петрович Ларионовсене, Вăрмар поселокĕнчи Светлана Николаевнăпа Вениамин Леонидович Белоусовсене саламларĕç, пурне те райадминистрацин яваплă çыннисем район администрацийĕн пуçлăхĕн ятĕнчен Тав çырăвĕпе чысларĕç. Белоусовсен çемйи 1981 çулта чăмăртаннă. 2010 çулта вĕсем çемье бизнесне йĕркелесе яраççĕ. Халĕ çĕвĕ фабрикинче 80 çын вăй хурать. 2012 çулта «Светлана» тулли мар яваплă общество «ЧР чи ăнăçлă вак предприяти» республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Ачи-пăчи те савăнтарать. 
Çемье пурнăçра пĕрремĕш вырăнта тăрать. Апла пулсан ăна упраса хăварассишĕн çемьене чăмăртаннă мăшăрсен тăрăшмалла. Шăп çак шухăшсене тĕпе хурса шăрантарчĕç юрăсене вырăнти артистсем.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика