04 февраля 2017 г.

Кайăксене хĕлле уйрăмах йывăр. Çил-тăвăллă, сивĕ çанталăкра нумай кайăк выçăпа вилет. Хĕлле вĕçленнĕ çĕре пур çĕрте те апат пĕтсе çитет.
Кайăксем пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Усă панипе кăна мар. Çак пĕчĕк çемçе чăмаккасем хаваслă чĕвĕлтетеççĕ, пирĕн пурнăçа хăйне евĕрлĕ илем кÿреççĕ, пуянлатаççĕ. Хĕлле - кайăксем валли уйрăмах йывăр вăхăт. Пирĕн тимлĕх вĕсене çак вăхăтра уйрăмах кирлĕ. Мĕнпе пулăшма пултаратпăр-ха эпир вĕсене; Паллах, апатлантарнипе. Хĕллехи вăхăтра вĕсемшĕн сивĕрен те хăрушăраххи - выçă пулни.
Вăрмар поселокĕнчи "Колосок" ача сачĕн территорийĕнче пурăнакан кайăксене вара выçлăх хăрушă мар. Ача сачĕн территорийĕнче çакса тухнă сырăшсем çине ачасем хаваспах апат хураççĕ. "Тутă пулăр, çерçисем, кăсăясемпе уйăпсем, пире хăвăрăн хаваслă юррусемпе савăнтарăр", - теççĕ шăпăрлансем.
Кайăксем пире пурне те питĕ кирлĕ. Вĕсемшĕн эпир кашни хĕлех тăрăшатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Иванова, воспитатель.