04 февраля 2017 г.

Сывлăх кунне халалласа Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекен 1999 çулта çуралнă тата унтан та кĕçĕнрех арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче кире пуканĕ йăтас енĕпе районта мала тухассишĕн районти Спорт çуртĕнче ăмăрту пулса иртрĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене чи малтанах Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Унтан сăмаха пирĕн ентеше, Кавалта çуралса ÿснĕ, халĕ Куславккара пурăнакан, ветерансем хушшинче кире пуканĕ йăтас енĕпе 5 хут республика, 5 хут Раççей тата 3 хут тĕнче чемпионне Б.Чернова пачĕ. Бронислав Степанович хăйĕн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, çамрăксене кире пуканĕ йăтмалли хăш-пĕр самантсене вĕрентрĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулне Финляндири Тампере хулинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче çĕнсе илнĕ Кубока парнелерĕ.
Ăмăртăвăн тĕп судйи Н.Изосимов ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Часах тупăшусем пуçланаççĕ. Кавир çине чи малтанах хĕр ачасем тухаççĕ.
53 килограмм таран таякан хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Екатерина Кириллова çĕнсе илчĕ. 63 килограмлисем хушшинче Татьяна Матвеева çĕнтерÿçĕ пулчĕ. 63 килограмм ытларах таяканнисенчен Кристина Кузьмина мала тухрĕ. Пурте Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем вĕсем.
Арçын ачасем хушшинче ăмăрту уйрăмах çивĕч иртрĕ. 58 килограмм таран таякан спортсменсенчен Александр Ильин пĕрремĕш вырăна тухрĕ. 63 килограмлисенчен Александр Чернова çитекенни пулмарĕ. 73 килограмлисем хушшинче Алексей Лукин çĕнтерчĕ. Вĕсем те Пысăкенккассисемех. Спортăн тĕрлĕ енĕпе пирĕн яшсемпе хĕрсем тата ветерансем ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартаççĕ. Кире пуканĕ йăтассипе вара çакна калаймăн. Шупашкарти физкультура учителĕсемпе тренерĕсем çак спорта манăçа хăварнă. Шкулта вĕренекенсен вăй-халне çирĕплетес енĕпе пуçарулăх кăтартмаççĕ, ăмăртусем йĕркелемеççĕ.
2011 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа, Арапуçĕнчи Культура çуртĕнче кире пуканĕ йăтас енĕпе Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А.Агеевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн уçă ăмăрту ирттернĕччĕ. Ун хыççăн Пысăк Енккассинчи Культура çурчĕн директорĕ Н.Гаврилов пуçарнипе ялти çамрăксемпе шкул ачисем хушшинче кире пуканĕ йăтас енĕпе ăмăрту йĕркеленĕччĕ. Урăх вара ку енĕпе районта пĕр ăмăрту та ирттермен.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.