АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Номинацире çĕнтернĕ

04 февраля 2017 г.

Номинацире çĕнтернĕ

Чăваш наци радиовĕ 2016 çулта регионсем хушшинче «Иксĕлми çăлкуçсем» конкурс ирттерчĕ. Çулталăк тăршшĕпех эпир фольклор ушкăнĕсем шăрантаракан юрăсене итлесе савăнтăмăр.

Иртнĕ эрнере вара Шупашкарти трактор тăвакансен Культура керменĕнче пĕтĕмлетÿ концерчĕ пулчĕ. Унта Чăваш Енрен кăна мар Тутар Республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Самар тăрăхĕнчен те хăнасем йышлăн килнĕ. Пурте чăвашсен ĕлĕкхи сумлă тумĕсемпе, кашни ушкăн хут купăспа.
Кермен чăваш юррисемпе, калаçăвĕпе кĕрлесе кăна тăрать. Эпир пĕр-пĕринпе паллашатпăр, асăнмалăх сăн ÿкерттеретпĕр, сцена çине тухмалли юрăсене юрласа пăхатпăр. Пысăк сцена çинче авалхине сăнлакан пурнăçа куратпăр. Çатан карта умĕнче пĕр старик çава туптаса ларать, хĕрсем шурă пир çапаççĕ.
Сасартăк çиçĕм çиçсе ярать, çĕре çурасла аслати кĕмсĕртеттерет. Ватă арçынпа хĕрарăм курăнса каяççĕ. «Чăвашлăха упраса хăварăр, вăл йăхран йăха, ламран лама куçса пытăр, ырлăхпа пурăнăр, турат çумне турат хушăр, пĕр-пĕринчен ан сивĕнĕр, ниме вăйне ан манăр, пирĕн хăват - пĕрлĕхре. Асатте асаннесенчен юлнă йăла-йĕркесене манас марччĕ. Чăваш пурăнтăр, ĕрчетĕр. Каччи авлантăр, хĕрĕ качча кайтăр», - çакăн пек ăшă пил пачĕç вĕсем чăваш халăхне. 
«Нимене» юрă çемйипе арçынсем тухаççĕ те чăвашлăх орнаменчĕ тавра çаврăнаççĕ, пурте харăс тăрса сăвай çапаççĕ. Туй юррисем пĕрин хыççăн тепри янăраççĕ.
Сцена çинчи 200 ытла çынран тăракан ушкăн алран-алла тытăнса хуллен утаççĕ. Вĕсен тумĕсем çинчи тĕррисем, хушпу-тухйисем çинчи тенкисем чăнкăр-чăнкăр сассисем чунра ăшă туйăм çуратаççĕ. Пурĕ 27 ушкăн хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркине упраса хăварасси çулран-çул вăйланса пыни чуна савăнтарчĕ, кăмăла çĕклерĕ. Конкурсра Самар тăрăхĕнчи чăвашсем малти вырăна тухрĕç. Пирĕн «Парне» фольклор ушкăнĕ «Вырăнти традицисене сыхласа хăварнăшăн» номинацире Диплома тивĕçрĕ. Ушкăн ертÿçи Л.Волостнова, Г.Матвеева, В.Архипов купăсçăсем тата кунта юрлама çÿрекенсем пултарулăхпа тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.БЕЛОВА, РФ журналисчeсен Союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика