04 февраля 2017 г.

"Ĕç тăрантарать, ĕç вĕрентет", - текен ваттисен каларăшĕ паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Патти ялĕнче пурăнакан Владимир Иванов йывăçран темĕн тĕрлĕ изделисем те ăсталама маçтăр /ÿкерчĕк çинче/. "Алли çыпçуллă", - теççĕ кун пек çынсем пирки. Хăйĕн кил хуçалăхĕ валли чÿрече рамисем, алăксем, сĕтел-пукан ăсталать вăл. Çак ĕçе ăна ашшĕ Леонид Иванович вĕрентсе хăварнă. Вăл мĕн ĕмĕр тăршшĕпех "Дружба" колхозра столярсен бригадирĕ пулса вăй хунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80 çулĕсенче асăннă колхозра ятарласа столярсен цехĕ ĕçленĕ. Унта фермăсенче, машинăпа трактор паркĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçлама стройматериалсем кÿрсе килнĕ. Çав вăхăтри колхоз ĕçĕсем историне кĕрсе юлчĕç ĕнтĕ. Вăл вăхăтра ĕçленĕ ăста алăллă специалистсем вара хăйсен пултарулăхне çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварма тăрăшнă. В.Иванов хăйĕн кун-çулĕнче тĕрлĕ специальноç та алла илме ĕлкĕрнĕ. Анчах та ашшĕ вĕрентсе хăварнă столяр ĕçне вара вăл ытларах кăмăллать. Владимир Ивановăн аслă ывăлĕ Александр та аслашшĕпе ашшĕн çул-йĕрне суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра вăл Чупайри "Андреева А.Ю." уйрăм çын предпринимателĕн йывăç тирпейлекен цехĕнче вăй хурать. Канмалли кунсенче ашшĕпе пĕрле кил хуçалăхĕ валли йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.