04 февраля 2017 г.
Кĕçех вăрлăхсене çĕре варăнтармалли вăхăт çитет. Ĕçлĕхлĕ пахчаçă вăрлăх туянассипе халех интересленме тытăнать. Ăçтан тата мĕнлереххисене туянмалла-ха! Хутаçĕсем куçа илĕртеççĕ. Вăрлăх пахалăхĕ нумайăшне шухăша ярать. «Тимлĕх кирлĕ çав, - теççĕ Россельхознадзор специалисчĕсем. - Кашни çулах иккĕлентерекен вăрлăх хутаççисем куç тĕлне пулаççĕ».
Кăçалхи çул пуçламăшĕнчех Шупашкарта пахча культурисен вăрлăхĕ тĕлĕшпе административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Раççей Федерацийĕн 1997 çулхи «О семеноводстве» 149-мĕш саккунĕн 30 статйипе килĕшÿллĕн Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне /Госреестр/ кĕртнĕ ялхуçалăх ÿсен-тăранĕсен вăрлăхĕсене кăна сутма юрать. Патшалăх инспекторĕсем тĕрĕслÿ вăхăтĕнче Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен «Скороспелка нежная», «Алекс» - редис, «Мурзилка» - йÿç кăшман, «Дедка» çарăк сорчĕсене тупса палăртнă
Патшалăх аслă инспекторĕ В.Никитина каласа панă тăрăх, кунашкал йĕркесĕрлĕх пĕлтĕр ытларах Канаш, Патăрьел тата ытти районсенчи суту-илÿ вырăнĕсенче куç тĕлне пулнă. Ытларах - Шупашкар хулинче. Шăпах республикăн тĕп хулинче хутаçри /специалистсен чĕлхипе - пакетированные семена/ вăрлăха ытларах сутаççĕ. Пĕр усламçă, сăмахран, реестра кĕртмен кăна мар, карантин сертификачĕсĕрех /продукцие РФ территорийĕнче «çÿретме» ирĕк паракан документ, чир-чĕр çуккине çирĕплетет/ суту-илÿ йĕркеленĕ.
Госреестра кĕртменни тата вăрлăх сортлăхне, шăтаслăхне палăртакан документсем çукки вăрлăх контролĕ енĕпе пуринчен ытла тĕл пулакан йĕркесĕрлĕхсем шутланаççĕ.
Калăпăр, Чăваш Республикинче 2016 çулта вăрлăх контролĕ енĕпе 74 тĕрĕслев ирттернĕ пулсан, саккуна пăснă 61 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав шутран 55-шĕ шăпах вăрлăх сутнипе. 2015 çулта вара 183 контрольпе надзор мероприятийĕнче йĕркене пăхăнман 146 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнăччĕ.
Пĕтĕмпе 2920,8 тонна ялхуçалăх культурисен вăрлăхĕ тĕрĕслеве «çакланнă». Çавна май 54 - протокол, 55 постановлени çырма сăлтав тупăннă, асăрхаттарусем те пулнă.
Вăрлăх пахалăхĕн докуменчĕсенче кăтартнă даннăйсем йĕркеллех пулнине тĕрĕслес тĕллевпе 155 проба илсе лабораторире тĕпчеттернĕ, пĕтĕмпе - 523,2 тонна.
Вăрлăх туянасси - яваплă ĕç. Чи малтанах вăрлăха ятарлă лавккасенче туянмалла. Сутуçăсен кашни парти тĕлĕшпе сертификат пулмалла. Çак документ - тавар хăрушсăрлăхĕн тата пахалăхĕн гаранчĕ. Унта культура ячĕ, унăн сорчĕ, парти номерĕ тата ытти информаци пулмалла. Сертификат çинче тата вăрлăх пакечĕсем çинче çырнисем пĕр пек пулмалла. Кун пек чухне кăна вăрлăх пахалăхлă теме пултаратпăр. Вăрлăх хутаççисем çинче производитель ятне, адресне тата телефонне; культура, сорт ятне; стандарт паллине /ТУ/, парти номерне; йывăрăшне /грамм/ е шутне; усă курма юрăхлăх вăхăтне кăтартмалла.
Пахчана «кĕтмен хăнасем» - сăтăрçăсем килсе кĕресрен фитосанитари докуменчĕсем пуррипе те кăсăкланăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорaн Чaваш Республикинчи тата Ульяновск облаceнчи управленийeн специалисчe.