04 февраля 2017 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ку е вăл хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх епле хĕл каçнипе тăтăшах кăсăкланса тăрать. Ку хутĕнче райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев тата кунти специалистсем районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çитсе курса унти лару-тăрупа паллашрĕç.
Ку хутĕнче вĕсем "Иванов Н.А.", "Константинова Г.В." тата "Николаев А.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пулнă. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ÿсен-тăран культурисене çитĕнтерессипе ĕçлеççĕ.
"Паянхи куна хуçалăхра 46 пуç сурăх шутланать, ÿстерсе самăртнă сурăхсене сутлăха янă хыççăн вăкăрсем самăртма туянтăм. Кунта выльăх-чĕрлĕх усрама пĕтĕм условисем пур, выльăх-чĕрлĕхе тутлăхлă, витаминлă апатпа тивĕçтеретпĕр, хĕл каçма апатне çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. 2017 çулта акса-туса илекен çĕр лаптăкне пысăклатас тетпĕр", - каласа парать хуçалăх пуçлăхĕ Н.Иванов райадминистрацин специалисчĕсемпе тĕл пулнă май.
Тепĕр хуçалăхра та пулнă райадминистрацин ялхуçалăх уйрăмĕнче вăй хуракансем. "Константинова Г.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ 30 шутланать, çав шутра 18 пуç ĕне. Выльăх-чĕрлĕх усрамашкăн кунта ăшă, пур услови те çителĕклĕ. Ĕнесем пăрулас умĕнхи тапхăрта тăраççĕ. Концентрациллĕ тата сĕтеклĕ выльăх-чĕрлĕх апатне хĕл каçарма çителĕклĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Çитес вăхăтра акса-туса илекен çĕр лаптăкне анлăлатас тата мăйракаллă шултра выльăх пуçне ÿстересшĕн пулнине пĕлтернĕ хуçалăх ĕçченĕ. Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх тытса усракан витене те пысăклатасшăн пулнине каланă.
"Николаев А.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ Андрей Владимирович уйрăм хушма хуçалăх йĕркелесе нумай пулмасть ĕçлеме тытăннă. Ытларах вăл сурăхсем ĕрчетессипе тимлет. Вĕсем фермăра 50 пуç шутланаççĕ. Кунсăр пуçне хуçалăхра 7 пуç пушмак пăру пур. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче хуçалăх пуçлăхĕ малашнехи плансемпе паллаштарнă май çапла каланă: "Эпĕ хуçалăха аталантарасси пирки шухăшлатăп. Çитес вăхăтра 60 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртес, сĕт пухакан тата тирпейлекен производство кооперативĕ туса лартас тетĕп"
Çапла, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пулса райадминистраци ĕçченĕсем вĕсен ĕç-хĕлне пысăк хак панă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ИВАНОВ, райадминистрацин ялхуcалaхeпе экологи пайeн ертсе пыракан специалисчe.