АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ сферăри ыйтусене хускатнă, тивĕçлĕ решенисем йышăннă

04 февраля 2017 г.

Январь уйăхĕн юлашки кунĕсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов Арапуç ял тăрăхĕн активĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 2016 çулхи асăннă ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе райадминистрацин представителĕсем тухса калаçнă. 

Финанс уйрăмĕн начальникĕ А.Енькова Арапуç ял тăрăхĕн бюджет политикине анализ тунă май çакна палăртнă: бюджетăн тупăш пайĕ, çулталăклăха палăртнинчен шутласан, 101,2 процент пурнăçланнă. Çак тапхăрта Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа куçарнине шута илсен ял тăрăхĕн бюджетне 7462,0 пин тенкĕ кĕнĕ. Район бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар майпа 6168,1 пин тенкĕ кĕнĕ. 
Унтан ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев çак ял тăрăхĕн территорийĕнче 7 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ ăнăçлăн ĕçлесе пынине асăннă. «Иванов В.А.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 312 пуç, çав шутран сăвакан ĕнесем - 137, çулталăкченхи вăкăрсем - 103, çулталăкченхи тынасен шучĕ 72 пуçпа танлашать. «Михайлов А.В.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ «Курдюк» ăратĕнчи сурăхсене ĕрчетессипе тăрăшать. Паянхи куна вĕсен шучĕ 200 пуçа çитнĕ. 
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Краснова ял тăрăхĕнче пурĕ 5 лавкка, 41 уйрăм çын-предприниматель ĕçленине палăртнă. «Семейная» парикмахерски те пур. 
Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă. Арапуç ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулпа «Керменкке» ача-пăча сачĕ ĕçлеççĕ. Шкулта акăлчан чĕлхипе информатика предмечĕсене кĕçĕн классенченех вĕрентеççĕ. 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче кунта 107 вĕренекен пĕлÿ пухать, 18 педагогика ĕçченĕ тăрăшать. Унта 12 вĕрентÿ кабинечĕ, библиотека, спортзал, столовăй, вĕренÿпе опыт участокĕ, информатика кабинечĕ пур. Шкулта таса шывпа, ăшăпа тивĕçтерессине, каяшсене юхтарса кăларассине пĕтĕмпех централизациленĕ. Шкул çумĕнче пахча-çимĕç лартса туса илмелли çĕр лаптăкĕ, спорт площадки пур. Вĕрентÿ пособийĕсем, спорт инвентарĕсем çителĕклĕ, видео- тата аудиоаппаратура пур. Иртнĕ çул шкулти спортзала тĕпрен юсанă. 90 вырăнлăх «Керменкке» ача сачĕ ĕçлет. Унта пурĕ 21 çын тăрăшать, çав шутран 7 воспитатель. 
Паянхи кун куллен ача садне 72 ача çÿрет. Вĕсене çулталăк çурăран йышăнма тытăнаççĕ. Пурĕ 4 ушкăн. Кунта та 2016 çулта ăшă паракан системăна тĕпренех юсанă, кунпа пĕрлех хальхи юсав ĕçĕсене пурнăçласа пыраççĕ. 
Çавăн пекех тĕлпулура строительство, культура, республика шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнас, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенчи çĕр лаптăкĕсене официаллă майпа пая кĕртес, ĕç параканпа ĕçлекен хушшинчи ĕç килĕшĕвне саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетес, муниципалитетăн пурлăхĕпе тата çĕр ресурсĕсемпе тĕрĕс усă курас ыйтусене сÿтсе явнă, тивĕçлĕ решенисем тунă.

 

х         х         х

 

Январĕн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ĕçлĕ çулçÿревпе Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пулнă.
Чăн малтанах 150 вырăнлăх ял клубне хăпартакан вырăнта пулнă. Паянхи кун асăннă объектра ăшă пыракан пăрăхсене тата газ котелне вырнаçтарнă ĕнтĕ, маччана ăшă тытакан тунă. 
Ĕçлĕ тĕл пулура "Урмарская" КСО" АХО генеральнăй директорĕ Н.Зайцев çитес вăхăтра планпа пăхнă ĕçсем çинче чарăнса тăнă, ĕçленĕ хушăра тухса тăракан ыйтусене тимлĕх уйăрнă.
Унтан Александр Иванович Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулнă. Кунта чаплă лару-тăрура вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен И.Иванова "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă. 
"Паллă ĕнтĕ, наградăсем тĕрлисем пулаççĕ. Вĕсене ку е вăл сферăра нумай çул тата пахалăхлă ĕçленĕшĕн параççĕ. Ахăртнех, "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" чи пĕлтерĕшлĕ наградăсенчен пĕри. Çакна палăртас пулать, хальхи общество аталанăвĕн тĕп аспекчĕсем - вĕренÿпе вĕрентÿ пулса тăраççĕ. Кирек епле çĕршыв ĕçĕ-хĕлĕнче те çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ вĕренÿпе воспитани парасси пысăк яваплăх ыйтать. Пирĕн преподаватель та çак хисеплĕ наградăна тивĕçнĕ. Ÿлĕмрен те сире хăвăр ĕçĕрте ăнăçу сунатăп", - тенĕ Александр Иванович. Унтан райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов çак хисеплĕ ята тивĕçнипе саламланă. Сăмаха малалла тăснă май ялти культура çурчĕн ятне хурассипе шкулта конкурс ирттерме сĕннĕ. Çавăн пекех Юрий Васильевич район тата поселок юбилейĕсем тĕлне "Чи лайăх шкул музейĕ" конкурс тата "Объективра - çемье" фотоконкурс пулассине аса илтернĕ. Çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов тата шкул директорĕ А.Яковлев саламлă ăшă сăмахсене малалла тăснă.
Райадминистрацин пуçлăхĕ вĕренекенсене асăнмалăх парне панă май: "Пĕлтĕр сирĕн шкул команди шашкăлла выляса иртнĕ районти турнирта 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал та сире çĕнтерме сĕнетĕп", - тенĕ А.Тихонов. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика