АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăрурисене - тивĕçлĕ пулăшу

04 февраля 2017 г.

Аслă ăрурисене - тивĕçлĕ пулăшу

Раççей Пенси  системинче тăтăшах  улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пулса иртеççĕ. Çакă вăл халĕ пенсие тухнисене те, пенсие тухма хатĕрленекенсене те, çавăн пекех ĕç паракансемпе предпринимательсене те пырса тивет.

2017 çулхи январьтен пуçласа пĕтĕм Раççейри пекех, Чăваш Енре те тивĕçлĕ канурисене пĕр хутчен паракан 5 пин тенкĕ укçапа тивĕçтерчĕç. Çакă чăннипех те пысăк пулăшу пулчĕ. 
Пенси ыйтăвĕсем пирки тăтăшах тĕрлĕрен ыйтусем пулнине кура пулĕ РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева тата ытти яваплă çынсем районсенчи аслă ăрури тата инвалид-пенсионерсемпе видеоканашлу ирттерчĕç. 
Чи малтанах «2017 çулта аслă ăрурисене патшалăх пулăшăвĕ парасси» темăпа Р.Кондратьева паллаштарчĕ. Вăл каланинчен кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсене пурăнма кирлĕ чухлĕ федераллă социаллă тÿлев 7720 тенкĕ таран пулассине пĕлтерчĕ. Ăна февралĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи 40,2 пин пенсионер илет, унăн виçи 1,8 пин тенкĕпе танлашать.
Ватлăхпа пенсие тухма кирлĕ чи пĕчĕк ĕç стажĕ пуласси те улшăнсах пырать. 2017 çултан ĕç стажĕ 8 çул кирлĕ пулать, пенси балĕ 11,4. Çак йĕркесене 2025 çулччен пăхса тухса палăртнă, ĕç стажĕ кашни çулталăкра пĕрер çул ÿсмелле. 
Страховой пенсие кашни çулах индексацилеççĕ.
Страховой пенси виçи официаллă паракан ĕç укçинчен килнине манса ан кайăр. Çапла вара пулас пенсишĕн çамрăкранах тăрăшмалла.
Страховой пенси пирки электронлă майпа Пенси фончĕн электронлă пулăшу сайтĕнче те пĕлме пулать. Унта кашнин хăйĕн уйрăм кабинечĕ пур. www.pfrf.ru сайта кĕрсе хăвăра кирлĕ пур ыйту çине те тивĕçлĕ хурав илме пултаратăр.
2016 çулхи декабрĕн19-мĕшĕнчи 428 №-лĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ялхуçалăхĕнче 30 çул ĕçлесе стаж пухнă, ялта пурăнакан ĕçлемен пенсионерсен пенси çумне 25 процент хушса тÿлеме палăртнине 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен чарса лартнă. Палăртнă саккунпа килĕшÿллĕн экономикăллă лару-тăрăва шута илсе Раççей Правительстви çак категорири граждансене 2020 çулчченхи тапхăрта социаллă хушма пулăшу парасси пирки РФ Патшалăх Канашне пăхса тухма ыйтнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче ялхуçалăх ĕçĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ĕçлемен пенсионерсем 74 пин çын пурăнаççĕ. Инвалидсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас тата вĕсене социаллă пулăшу парассине контрольлесех тăрас тĕллевпе «Федеральный реестр инвалидов» Федераллă патшалăх информаци системине ĕçе янă. 2016 çулта пĕрремĕш тапхăра унта федераллă 6 органтан реестрсене çырса тултарнă. Чăваш Республикинче инвалида тухнă 83 пин граждан, пирĕн районта - 2192. Çÿлте палăртнă федераллă реестр тăрăх вĕсем хăйсене кирлĕ тата кăсăклантаракан ыйтусене татса пама пулăшакан дăннăйсене тупса вулама пултараççĕ. Патшалăх информаци ресурсĕсемпе туллин усă курма пултарччăр тесе аслă ăрурисене компьютерпа ĕçлеме вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе Чăваш Республикинче иккĕмĕш çул ĕçлеççĕ. 2015-2016 çулсенче кăна 417 ĕçлемен пенсионера, çав шутра пирĕн районтан - 54 Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн бюджетĕнчен 621,3 пин тенкĕлĕх тăкакланă.
2017 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи 35, 36 № РФ постановленийĕпе килĕшÿллĕн февралĕн 1-мĕшĕнчен ватлăхпа, инвалидсене тата тăрантаракана çухатнисене паракан страховани пенсийĕсене, 2016 çулхи Росстатăн потребительсен хакĕ ÿснине шута илсе, февралĕн 1-мĕшĕнчен 5,4 процент ÿстереççĕ. Ĕçлекен пенсионерсене страховани пенсине августăн 1-мĕшĕнчен шутласа параççĕ. 
Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенси виçи те ÿсет. Социаллă пенсисем апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсен иртнĕ çулхи пурăнмалли вăтам виçе ÿсĕмĕн калăпăшĕпе тан хăпарĕç. Чăваш Республикинче социаллă пенси, инвалидсем тата вăрçă участникĕсем, çар служащийĕ вилнĕ ашшĕ-амăшне паракан пенсие 27 пин çын илсе тăрать. Паянхи куна социаллă пенси виçи 7,8 пин тенкĕ, инвалид ачасем, ачаран инвалида тухнă 1 ушкăнри ачасен социаллă пенсийĕ 11,9 пин тенкĕпе танлашать. Февралĕн 1-мĕшĕнчен федераллă çăмăллăхçăсене уйăхсерен паракан укçа тата социаллă пакет 5,4 процент таран ÿсет.
Видеоконференцине килнĕ яваплă ытти çынсем те пенси тавра кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç. Аслă ăрурисемпе социаллă пулăшу кирлисене патшалăх яланах пулăшу кÿрессине палăртрĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика