АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Резников - Вăрмар районĕнче

04 февраля 2017 г.

ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Резников - Вăрмар районĕнче

Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Резников Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулчĕ, район администрацийĕн ларусен залĕнче тÿрех виçĕ район пуçлăхĕпе канашлу ирттерчĕ. Канашлăва Вăрмар, Тăвай, Куславкка район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, «Чувашупрдор» хысна учрежденийĕн директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Е.Барсуков, подрядлă организацисен пуçлăхĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Михаил Резников килнĕ кун шăпах юр çăватчĕ. Районта çулсене юртан тасатас ĕçсем еплерех пынине министр хăй куçĕпе курма пултарчĕ. "Паян çанталăк подрядчиксен оперативлăхне тĕрĕслерĕ. Ирпе ирех юр çăвать, çил-тăман вĕçтерет. Техника кĕрлет, ĕçлени курăнать. Çапах та çул хĕррисене ытларах тимлĕх уйăрмалла, çул çинчи пăрлă мăкăрсене пĕтермелле. Хальлĕхе сывлăш температури хĕллехи çул çинчи ĕçсене пурнăçлама аван", - терĕ М.Резников.

Вăрмар районĕнчи муниципаллă çулсен тăршшĕ 175 километрпа танлашать, республика пĕлтерĕшлĕ çулсем 46 километр йышăнаççĕ. Çулсене хĕллехи вăхăтра тытса тăрасси уйрăмах йывăр ĕç. Пирĕн район территорийĕнче çул-йĕре пăхса тăрассипе икĕ подрядлă организаци ĕçлет: «Транспортник», «Ликта» тулли мар яваплă обществăсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов районта çулсене юртан вăхăтра тасатса тăнине, çулсене тăварпа хăйăр хутăшне сапсах тăнине пĕлтерчĕ. Район территорийĕнче ĕçлесе пыракан подрядлă организацисем пĕтĕмĕшле аван ĕçлесе пыраççĕ. Подрядчиксем аван ĕçлесе пынине çул-йĕр çинче пулакан аварисен шучĕ чакни те çирĕплетсе парать. ГИБДД сотрудникĕсем пĕлтернĕ тăрăх Вăрмар районĕнче çул-йĕр çинче пулакан инкексем 35 процент таранччен чакнă. Тăвайпа Куславкка районĕсенче те çакăн йышши инкексен шучĕ сахалланнă.

"Хĕл кунĕсенче çуркуннепе çулла туса ирттермелли ĕçсене палăртатпăр, канашлатпăр. Малашне вара çул-йĕр строительствипе реконструкци объекчĕсенче тĕл пулма пуçлăпăр. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса ăçти тата хăш строительство объекчĕсене пурнăçламаллине суйлăпăр. Хальлĕхе хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ. Апрель-май уйăхĕсенче çулсем çинчи шăтăк-путăксене хуплас ĕçсене пуçламалла", - терĕ М.Резников.

Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн малашнехи ĕçĕ-хĕлне те сÿтсе яврĕç. Паянхи кун районти халăха 14 маршрутпа турттараççĕ. Канашлăва вĕçленĕ май М.Резников район администрацийĕсен пуçлăхĕсене, подрядлă организацисен ертÿçисене тĕрлĕ сĕнÿсемпе канашсем пачĕ, пĕрле ĕçленĕшĕн тав турĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика