АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ никĕсне хывакан вĕрентекен

01 февраля 2017 г.

Пĕлÿ никĕсне хывакан вĕрентекен

Çак çынра пурте килĕшÿллĕ - пысăк ăсĕ те пур унăн, ырă кăмăлĕ те, ячĕ те, сумĕ те. Унăн маттурлăхĕпе шалти пултарулăхĕ çутă евĕр. Çавăнпа та кун пек ăсталăха кирек кам та асăрхатех. Ачасене пĕлÿ парас ĕçре чунне парса тăрăшнăшăн вăл Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне илме тивĕçлĕ пулнă.

Сăмахăм Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Альбина Васильевна Михайлова çинчен пырать. 1984 çултанпах тăрăшать ĕнтĕ вăл вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче. Йĕркипех йĕрлер-ха унăн пурнăç уттине.
Альбина Михайлова 1967 çулхи февралĕн 2-мĕш кунĕнче Чулкас ялĕнче кун çути курнă. Мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ÿстернĕ хĕр пĕрчине ашшĕпе амăшĕ. Альбинăн амăшĕ, Елена Никоновна Владимирова, хăй те чăвашла нумай сăвă- халап пĕлекенскер, халăхăн ырă йăли-йĕркине ачаранах хĕрĕн чунне витернĕ. Ашшĕ, Василий Владимирович Владимиров, хăйĕн ĕçченлĕхне пилленĕ.
Шкул çулне çитсессĕн Чулкасри пуçламăш шкула вĕренме кайнă. Вĕренсе тухса кайнă хыççăн та нумайччен аса илнĕ пĕрремĕш вĕрентекен пулнă Галина Сергеевна Бондарева задачăсене мăйăр пек шĕкĕлчекен хăмăр пысăк куçлă вăр-вар хĕр ачана. Пур предмета та юратса вĕреннĕ Альбина. Çапах та вăтам классенче вĕренме тытăнсан истори, литература, чĕлхе предмечĕсене ытларах тимлĕх уйăрма тытăннă. Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Пысăк Енккасси шкулĕнче аслă пионервожатăйăн ĕçне кÿлĕнет. Тепĕр çулхине И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен университета историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. 
Вăрмар шкулĕнче вăтам классенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Римма Григорьевна Николаева, каярахпа Чулкасри вăтам шкулта çав предметсене вĕрентнĕ Александра Аверкиевна Герцен та пулăшнă пулĕ професси суйласа илме. Анчах та ĕçе суйласа илни çеç çителĕксĕр, çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла, чăн-чăн телее тупмалла. Çапла, ĕçе чунтан парăнни пулăшать те ĕнтĕ Альбина Васильевнăна çитĕнÿсем тума.
Мĕн университетран вĕренсе тухнăранпах тăван Чулкас шкулĕнче ачасене вĕрентет. Уроксене яланах интереслĕ ирттерме тăрăшать. Хăйĕн опычĕпе ытти вĕрентекенсене паллаштарма яланах хатĕр вăл. Хăйĕн тата районти ытти ĕçтешĕсен опычĕпе паллаштарас тĕллевпе Альбина Васильевна «Тăван ен культури - этем çутăлăхĕпе пархатарĕ» ятлă пособи пухса пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне Тăван ен учебник авторĕпе, Елена Викторовна Александровапа /Елена Енькка/ 5-мĕш класс ачисем валли чăвашла тестсен пуххи хатĕрлесе кăларнă.
Тĕрлĕ енлĕ аталаннă вĕрентекен тăван ен культури предмета вĕрентнĕ чухне сценăна кăмăллакан ачасемпе драма кружокĕ те йĕркелесе ертсе пынă. Çамрăк артистсем шкулти уявсенче те, клуб сцени çинче те спектакльсем лартса куракансене савăнтарнă. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе яланах пĕр чĕлхе тупма пултарать пултаруллă ĕçтешĕмĕр. «Çулталăк учителĕ», «Чи лайăх класс ертÿçи», «Чĕреме ачасене паратăп» конкурссене хутшăнса яланах тĕрлĕ номинацисен çĕнтерÿçи е призерĕ пулса тăнă. Мухтав хучĕсен, грамотăсен, Тав çырăвĕсен шучĕ те чылай хастар вĕрентекенĕн.
«Хамăн ĕçе юратмаллипех юрататăп. Ачасем тимлĕ итлени, вĕренме тăрăшни мана савăнтарать, малалла ĕçлеме хавхалантарать. Вĕренекенсемпе кунсерен пĕчĕк çитĕнÿ туса аслă пĕлÿ тĕнчине çул хыватпăр, вĕсен пурнăçри çул-йĕрне шыратпăр», - тет Альбина Васильевна.
Ĕçре кăна мар, çемьере те телейне тупнă пултаруллă хĕрарăм. Ĕçчен те маттур ял каччипе - Николай Геннадьевич Михайловпа - çемье çавăрнă. Хĕр çуратса ÿстерсе аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ Çĕнĕ Уренгой хулинче çемйипе тĕпленсе ĕçлесе пурăнать. Кукашшĕпе кукамăшне икĕ мăнук парнеленĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ. Эпир хамăр ĕçтешĕмĕре çывхаракан юбилей ячĕпе чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатпăр, хавхалану çулĕпе малалла та çирĕппĕн утма ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ЕВСЕЕВА, Чулкасри пeтeмeшле пeлy паракан тeп шкулта вeрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика