АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпе тухăçлă усă курмалла

01 февраля 2017 г.

Январь уйăхĕн иртнĕ кунĕсенче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинчи юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин специалисчĕсем пулнă. Район администрацийĕнче специалистсем вырăнти яваплă çынсемпе канашлу ирттернĕ, унта райадминистраци пуçлăхĕ А.Тихонов хутшăннă. 

Канашлура çĕр ресурсĕсемпе тата муниципалитет шайĕнчи пурлăхпа эффективлă усă курассин ыйтăвĕсене пăхса тухнă. 
Чи малтанах çакă муниципалитет шайĕнчи пурлăхпа муниципалитет харпăрлăхĕнчи объектсене пахалăхлă учет тăвассипе тата регистрацилессипе çыхăннă. Çавăн пекех ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин специалисчĕсем республика территорийĕнче усă курман пурлăха тупса палăртассипе Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2017 çулхи Çырăвне пурнăçлассипе «Халăх инвентаризацийĕ» акцине ирттернине асăннă. Çак кун районта усă курман тата япăхса кайнă куçман пурлăх объекчĕсене пайăн-пайăн пăхнă. Унтан çĕр ыйтăвĕсене хускатнă. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн 2017 çулхи Çырăвĕнче: «Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем умне ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курмасăр выртакан пĕтĕм çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме, усă курман çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхне шута илессине 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тата çĕрпе тухăçлă усă куракансене тата çĕре харпăрлăха илекенсене уçă процедурăсем урлă тупса палăртма тĕллев лартатăп», - тесе палăртнă. Вăрмар районĕшĕн çак тĕллев актуаллă, çавăнпа та ку енĕпе ытларах ĕçлемеллине асăннă. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси пирки те калаçу пынă. Çак кăтартăвăн планпа пăхнине пур муниципалитета та çитернĕ, 2017 çулта пĕтĕмпех вĕсене пурнăçлама кирлине каланă. 
Муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе аренда шучĕпе усă курнăшăн парăмсем пурри çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленине каланă. Парăмçăсемпе ĕçĕ пырать-ха, анчах та претензисене вăхăтра кирлĕ вырăна çитермелле, суда тавăçсене ?иск/ тăратмалла, суд приставĕсемпе çыхăнса ĕçлемелле. Кунсăр пуçне, канашлура муниципалитет пурлăхне приватизацилес ыйтăва та хускатнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин çÿлте асăннă ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе 2017 çултан патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсене сутассипе электронлă площадка йĕркелемелли пирки хушу кăларнă. Чăваш Енре патшалăх пурлăхне приватизацилессипе электронлă площадкăсенче суту-илÿ пырать. Муниципалитетсен кунашкал площадкăсемпе килĕшÿсене çирĕплетмелле тата пĕтĕмпех электронлă суту-илÿ çине куçмалла. ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин специалисчĕсем пур ыйтăва та уçăмлатнă, сĕнÿсем панă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика