01 февраля 2017 г.

Январĕн 27-мĕшĕнче РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Вăрмар районĕнче Социаллă страховани фончĕн кунне ирттерчĕ.
Чи малтанах РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Г.Николаева тата специалисчĕсем хĕллехи тата çуллахи ĕç тумĕсем, вырăн таврашĕсем, курткăсем, халатсем çĕлессипе ĕçлекен «Светлана» тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Коллективпа тĕл пулнă май Г.Николаева Фонд ĕçĕн тĕп енĕсемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн вара район администрацийĕнче Вăрмар районĕн страхователĕсемпе семинар иртрĕ. Галина Николаевна районта страховани взносĕсене тÿлессипе йĕркене пăснисем çуккине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл район администрацийĕ малашне те бюджет организацийĕсене парăма ан кĕччĕр тесе контрольлесе тăрассине шаннине пĕлтерчĕ. Семинара хутшăнакансене вăхăтлăха ĕçлеменнисене, амăшĕ пулма хатĕрленекенсене, ача пăхакансене пособи мĕнле шутласа памаллине, РФ Социаллă страховани фончĕн «Прямые выплаты», «Электронный листок нетрудоспособности» пилот проекчĕсемпе паллаштарнă. Районти предприятисемпе организацисен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен руководителĕсемпе тата ĕç хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалистсем хушшинче ирттернĕ семинарта ĕçре инкек-синкек е профессипе çыхăннă чир-чĕр пулассине профилактикăламалли мерăсем валли социаллă страховани урлă укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен калаçнă.
Вăрмарти ача-пăча библиотекинче çак кун инвалид ачасен амăшĕсем «çавра сĕтеле» пуçтарăннă. РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пай начальникĕ А.Гурьев «Социаллă персоналлă информаци навигаторĕ» ятлă çĕнĕ проектпа паллаштарчĕ. Реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтермелли ыйтусемпе район çыннисен РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн персоналлă менеджерĕ патне е Фондăн Вăрмар районĕнчи представительствине М.Аверьянова патне пымалла. Инвалид ачасен амăшĕсене реабилитаци валли техника хатĕрĕсемпе тивĕçтермелли йĕркепе А.Гурьев паллаштарчĕ. Пирĕн районта реабилитацин техника хатĕрĕсене 29 ача илме тивĕçлĕ. Кашни ачана тĕрлĕ енĕпе тивĕçтермелле. Пĕрне памперссемпе, инвалида кирлĕ коляскăсемпе, теприне ортопеди атă-пушмакĕпе, виççĕмĕшне хăлхана илтме пулăшакан аппаратпа /слуховой аппарат/ тивĕçтермелле тата ыттипе те. Амăшĕсем ятарлă анкета çырчĕç. Унта вĕсем хăйсен ачисен даннăйĕсене, адресĕсене кăтартрĕç. Проектпа килĕшÿллĕн инвалид ачасем валли илсе килекен реабилитацин техника хатĕрĕсене киле илсе çитерсе памалла, инвалида кирлĕ коляскăсене пуçтарса усă курма хатĕрлесе хăвармалла. Çавăн пекех РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн право енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ М.Семенов амăшĕсене ачисем валли япала туянсан укçине каялла тавăрмалли йĕркепе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех Ача-пăча библиотекинче çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатассипе те «çавра сĕтел» иртнĕ. Çак ĕçре районти организацисемпе предприятисен, влаç органĕсен, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă. Вĕсем кашниех пенсионерсен, инвалид ачасен пурнăç шайне лайăхлатассипе хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.Шишкина, Э.Михайлова.