АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи куна шанса пурăнаççĕ

01 февраля 2017 г.

Ыранхи куна шанса пурăнаççĕ

Пирĕн район ялхуçалăх отраслĕпе ытларах ĕçлесе пурăнать. Çĕр çинче ÿсен-тăрансем çитĕнтернипе пĕрлех мăйракаллă шултра выльăхсем тата сурăхсем, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Вĕсем еплерех кĕл каçнипе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тата кунти ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем тăтăшах интересленеççĕ, вырăна çитсе кураççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ.

Ку хутĕнче район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Н.НИКОЛАЕВПА кунти ертсе пыракан специалист В.ИВАНОВ тата «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ялхуçалăхĕпе социаллă пай редакторĕ А.НИКОЛАЕВА «Тимофеев Н.В» хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе курчĕç.
Николай Васильевич Тимофеев хресчен /фермер/ хуçалăхне 1993 çултанпах тытса пырать. Çак хушăра фермер чылай выльăх-чĕрлĕх усраса сĕтне те, аш-какайне те сутса хуçалăхра мĕн кирлине туянса пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аталанса пынă. Çав вăхăтрах умри йывăрлăхсене те çĕнтерсе пымалла пулнă. «Чăрмавĕсем чăнах та нумай пулчĕç. Укçине ĕçлесе кăштах пухатăн та унăн вырăнĕ тупăнсах пырать. Трактор, ун çумне кăкарса ĕçлемелли икĕ косилка, кĕрепле, утă-улăма тюкламалли пресс-подборщик туяннă. Хамăр çемьепе кăна майлаштарса пыратпăр ĕç-хĕле. Юрать-ха ывăлăм, Александр, мăшăрĕпе Инессăпа яла пурăнма куçса килчĕç. Вĕсем пирĕн çемьешĕн чăн-чăн тĕрек темелле. Ывăл хуçалăхра тракторпа ĕçлет. Вăл трактора ахаль лартмасть, хĕллехи кунсенче те хăйне валли ĕç тупать. Кинĕм, Инесса компьютерпа усă курса хуçалăхри хут ĕçĕсене тытса пырать. Вĕсен икĕ ача çитĕнет. Ют çын хуйхине чĕре патне илекенскерсем тепĕр икĕ ывăл усрама илчĕç. Мăнуксене те пĕчĕккĕн выльăх-чĕрлĕхе юратма хăнăхтарса пыратпăр. Хальлĕхе вĕсем ытларах лашапа ярăнса çÿреме кăна юратаççĕ пулсан, ÿсе киле ĕнисене те килĕштерессе шанатпăр-ха асламăшĕпе иксĕмĕр. Рашида мăшăрăм ĕне-выльăхсене пăхма мана яланах пулăшса пырать, кирлĕ те усăллă канашсем парать. Аслă хĕрĕм, Роза юнашар Çĕрпÿ районĕнчи пĕр яла качча тухнă та унтах пурăнаççĕ. Вăл, ветеринари специальноçне алла илнĕскер, ку енĕпе пире тăтăшах пулăшса пырать. Туслă пурăнатпăр. Хамăрăн малашлăха эпир ачасемпе мăнуксенче куратпăр. Вĕсен ăсĕсем малта пыччăрах, пурнăç çулĕ уçă пултăр», - тет Николай Васильевич хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах тапратсан. Вăл каласа панинчен паянхи куна хуçалăхра 65 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 27 ĕни пăрулас умĕнхи тапхăрта. Вĕсене валли хĕл каçармалăх апатне хăйсен çĕрĕ çинчех акса-лартса туса илеççĕ. Малтанхи вăхăтра вĕсен 4,6 гектар çĕр кăна пулнă. Халĕ вĕсем тепĕр 83 гектарне нумай çуллăха арендăна илнĕ. Çавăнпа та вĕсем хĕл каçармалăх выльăх апачĕ те ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ, тутă ĕнисем мăшлатса çеç тăраççĕ. 
Хуçалăхри ферма картишĕнче 4 лаша пур. Фермăри ĕçсене лаша вăйĕпе ытларах пурнăçлаççĕ. Чăтăмлă хресчен /фермер/ хуçалăх ĕçченĕсем ыранхи куна шанса пурăнаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика