АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Вĕренер ялĕн историйĕнчен

28 января 2017 г.

Кăçал Вăрмар вулăсне туса хунăранпа 91,  Вăрмар районне йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 2020 çулта 100 çулхи юбилейне паллă тăвĕç. Çак пулăмсем пирĕн тăрăхри кашни ял тăрăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. 

Кивĕ Вĕренер ялĕ çинчен çырнă документсем район, республика архивĕсенче питĕ сахал, çукпа пĕрех теме те юрать. Ватă çынсем каланине те çырса илмен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 10-20-мĕш çулĕсенче ялти çынсем ăçта, мĕнле вĕренни çинчен халь ялта пĕлекен çук. 1925 çулччен ялта пĕр шкул пулнă. Вăл ял варринче Воробьев Сантăрĕ çурчĕпе юнашар, Сетĕп урамне тăрăххăн пăхса ларнă. Сантăр пиччесен çурчĕ çÿлерех, Петюк пиччен çуртĕнчен кăшт аяларах ларнă. Çав шкул çуртне хăçан туни паллă мар. Унта шкул ачисем икĕ сменăпа 4 класс таран вĕреннĕ. 1925 çулта Герман Кораблев çемйине репрессиленĕ те вĕсен арманне, пурăнакан çуртне туртса илнĕ. Армана Герман ашшĕ Гурий Семенов 1906-мĕш çулта лартнă, хăй 1908 çулта вилнĕ. Ун хыççăн Гурий арăмĕ, Александра Димитриевна, арманта ют çынна мельникре ĕçлеттернĕ. Çынна тара тытнăшăн çемьене репрессиленĕ /сасăламалли правасемсĕр хăварнă/. Кун пеккисене «лишенец» тенĕ. Çемьене Çĕпĕрех ярасшăн пулнă, анчах ял халăхĕ хута кĕнĕ «Герман ял халăхĕпе тÿрĕ пурăнать, çĕнĕ влаçа хурласа калаçмасть», - тесе ялтах хăварнă. Герман çемйи хыçалти пĕчĕк пÿрте пурăнма куçнă. Пысăк çурчĕ 1925 çултан ял шкулĕ пулса тăнă. Çÿлерех, Сантăр пиччесен патĕнчи икĕ шкул шутланнă. Хальхи ватă çынсем çав шкулсенче вĕреннĕ. 1946 çулта 1-мĕш класра эпĕ те Герман пиччесен çуртĕнче вĕрентĕм. 1933 çулта Герман пичче çемйипе 5 едокпа /ун чухне çемье шучĕ едокпа шутланнă/ - колхоза кĕрес тесе икĕ хут та заявлени çырса панă, анчах «район ирĕк памасăр илме пултараймастпăр», - тенĕ ял пухăвĕнче. 1933 çулта Герман пичче районти политотделăн пайĕнчен репрессирен кăларнă /правасене тавăрни/ çинчен хут илсе килсе колхоза кĕме тесе виççĕмĕш хут ыйтса çырать. Ăна вара колхоза илеççĕ, анчах çуртне 1947 çулта çеç тавăрса параççĕ. Арманĕ пирки сăмах та пулман, вăл колхоз пурлăхĕ пулса юлнă. Герман пичче çуртне Кавал çыннине сутать те лешĕ Кавала куçарса каять. Герман пичче çак вырăнтах кирпĕч çурт лартать. 1948 çулта ялта Укань аппапа Кашкăр Сантăрĕн çурчĕсем умне виçĕ пÿлĕмлĕ çĕнĕ шкул туса лартаççĕ. 1951 çулччен ял ачисем çĕнĕ шкулта, Сантăр пиччесен патĕнче, вĕренеççĕ. Ун чухне ялта ачасем нумай пулнă, кашни класрах 25-30 ача вĕреннĕ. 1943-45 çулсенче çуралнисем сахалран 1951 çулта кивĕ шкула хупрĕç те унта ял лавккине куçарчĕç. Унччен лавкка, пĕчĕк çур пĕренерен тунăскер, Хĕлип пиччесенчен аяларах Кишке Праскисене хирĕç ларнă. Ял халăхĕ мĕн ас тăвасса лавкаçра Алексей Васильев /Япа Элекçейĕ/, ун хыççăн аслă ывăлĕ 50 çул ытла ĕçлерĕç. 60-мĕш çулсен вĕçнелле ял хĕррине Тăхтаман Петĕрĕн çурчĕпе юнашар райпо кирпĕчрен пысăк лавкка хăпартсан Сантăр пиччесен патĕнчи лавккана вутлăха сутрĕç. Юнашарах айлăмра пурăнакан Илья Алексеевич лавкка складне илсе юлчĕ. Сантăр пиччесем лавкка вырăнне çĕнĕ çурт лартса киввине сутрĕç. Аллăмĕш-утмăлмĕш çулсенче çĕнĕ шкулти пĕчĕкрех пÿлĕмсенче ял совечĕ тата клуб пулчĕ. Шкул ачисем икĕ пÿлĕмре икĕ сменăпа 4 класс таран вĕренчĕç. Икĕ пÿлĕм хушшинчи стена фанерăранччĕ. Кино килсен, ял пухăвĕ е хĕлле çамрăксен вăййи чухне варринчи фанер алăксене айккине сирсе хуратчĕç. 
Çил арманĕ пирĕн ялта тепĕр те пулнă. Вĕсем пĕр-пĕринчен 100 метрта ял хĕрринчи çÿллĕрех вырăнта ларнă. Иккĕмĕш арманĕ Иван Гурьевсен ашшĕн пулнă. Вĕсем арманта хăйсем ĕçленĕ, тара тытса никама та ĕçлеттермен, çавăнпа репрессие лекмен. Районти политпайран ярса панă материалсене ялти активистсен ушкăнĕ /18 çын/ 1934 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче тĕплĕн пăхса тухнă. Е.Нарзаев /Нарзай Санькин ашшĕ/, Софрон Степанов /Серкки пичче ашшĕ/ кармол патĕнче çĕр илсе тырă акса пурăннă. Революциччен çынна тара тытса ĕçлеттернĕ тесе репрессиленĕ, анчах çав çулах революци хыççăн никама та тара тытман тесе репрессирен хăтарнă. Вĕсем çĕрпе революци хыççăн усă та курайман иккен, пĕр виçĕ çул нимĕн те акман - е 3-5 теçеттин анчах акнă. Н.Ефремовăна та /Çÿппи Нини/ репресси урапи çине лартасшăн пулнă. Тутарсемпе каварлашса улмапа, сушкăпа сутă тунă тесе материал пухнă. Сушкăпа сутă тунă чухне влаç аллине лекнĕ иккен, анчах ĕçсем маларах пулнă, тупăшĕ пĕчĕккĕ тесе каçарма шухăшланă, тутарсен ушкăнĕпе çыхăну тытнине те шута илнĕ. Çапла, пирĕн ялта репрессие лекнĕ çемье пĕрре анчах. Çĕпĕре янисем çук, хăйсен ирĕкĕпе лайăх пурнăç шырама кайнисем темиçе çын пур, вĕсенчен хăшĕ-пĕри каялла таврăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен вĕçĕнче ял хĕрне кирпĕчрен çĕнĕ шкул туса лартрĕç, киввине вутă тума Ваçили Вени илчĕ. Шкул вырăнĕнчи çĕре юнашар пурăнакансем йышăнчĕç. Пĕр вунă çул каялла ялти виçĕ класлă шкул та хупăнчĕ. Халĕ ялта шкул çулĕнчи ачасем 5-6-ăн кăна, вĕсене Кавал шкулне автобус турттарать.
Шкул пирки çырнăран, кунта çакна та асăнса хăвармалла. 1950 çулта çамрăксен пурин те 7 класран кая мар пĕлÿ илмелли çинчен Совет Правительстви йышăну кăларчĕ. Вара ял Совечĕн ĕçченĕсем учительсем 4 класс хыççăн вĕренме чарăннă çамрăксене килĕрен çÿресе 7 класс пĕтерме ÿкĕтлеме пуçларĕç. Нумайăшĕ 5-мĕш класа Кавала каймарĕ. Каякансем çаксем пулчĕç: Някка Ванюкĕ, Туканаш Коли, Аля Кораблева. Вăрçăран таврăнсан счетоводра ĕçленĕ Энтюк Санькки 8-мĕш класа кайса 10 класс пĕтерчĕ те Мускаври ют чĕлхесем вĕрентекен института пĕлÿ пухма кĕчĕ. Китай чĕлхи вĕренсе посольствăра ĕçлерĕ. Пирĕн ÿсĕмри çамрăксенчен Кавала 10 класс таран вĕренме çÿренĕ çын сахал пулнă, 10 çынна та çитмен. Çулĕ кайса килме 10 çухрăм, çимелли-тăхăнмалли пулман, кашни çул вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ укçа тÿлемелле, вăл çемьешĕн пысăк укçа шутланнă. Ман хамăн та салтак служби хыççăн Мускавра сакăр çул вĕренмелле пулчĕ. Пирĕн ÿсĕмре пурнăç йывăр пулнă. Веçех çуран çÿренĕ, мăшăр çăпата пĕр уйăха та çитмен.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.МИХАЙЛОВ. Вaрмар поселокe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика