28 января 2017 г.

Хăйсен ĕçне пуçарса яма пултаракан çамрăксем чăн нипех те пултаруллă. Юлашки çулсенче пурте пĕр харăсах пластик чÿречесем лартма пуçларĕç. Çынсене мĕн кирлине туйса хăй çине пĕтĕм яваплăха илсе харпăр хăй ĕçне пуçарса ярасси пĕрре те çăмăл мар, шикленÿллĕ.
Акă Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Анатольевич Петров /ÿкерчĕк çинче/ предприниматель 2007-мĕш çулта хăйĕн ĕçне пуçарса ячĕ, тăван районти поселокра пластик чÿречесен производствине уçрĕ. Чи малтанах вăл пластик чÿречесем тăвассипе Мускаври пĕр фирмăра ĕçленĕ. Унта опыт пухнă хыççăн вара хăй тĕллĕн ĕçлеме тытăннă. Пуçласа яма, паллах, çăмăл мар. Нумай йывăрлăх витĕр тухма тивнĕ. Паянхи кун вăл «Уютный дом» тулли мар яваплă общество пуçлăхĕ. Производство адресĕ: Вăрмар поселокĕ, Киров урамĕ, 32 çурт /малтанхи юсавпа строительство участокĕ /РСУ/. Кунта кирек хăш вăхăтра та 8-905-342-77-09, 8-960-306-97-96 телефон номерĕсем урлă пластик чÿречесем, кантăксем, жалюзи, рольставнисем саккас пама пулать. Предприниматель патĕнче ĕçлекенсем клиентсене тÿлевсĕрех консультаци параççĕ, чÿречесене виçеççĕ, киле çитерсе вырнаçтарса параççĕ. «Уютный дом» тулли мар яваплă обществăра кĕске вăхăтрах паянхи йышши паха пластикрен клиентсене килĕшекен чÿречесем, алăксем хатĕрлеççĕ. Çынсем пÿрт, мунча верандисене те пластикрен тума килĕштереççĕ. «Çавăн пекех хамăрăн клиентсене кредит мелĕпе те йышăнатпăр, 30 процент йÿнетсе паратпăр», - пĕлтерет С.Петров предприниматель.
Сергей Анатольевич патĕнче нумай çулранпа пластик чÿречесемпе алăксем хатĕрлессипе Александр Гурьев /ÿкерчĕк çинче/ ĕçлет. Мăнçырмара çуралса ÿснĕскер çемйипе Вăрмар поселокĕнче пурăнать, С.Петров патĕнче 8 çул ытла ĕçлет вăл. Малтан РСУ пулнă территоринче арендăна илнĕ çуртра вырнаçнă цехра пластик чÿречесем хатĕрлессипе ĕçлекенсем татах та пур. Хальхи вăхăтра кунта ваканси пур. Ĕç опычĕ пухнă харпăр-хăй автомашинăллă, лайăх калаçма пĕлекен суту-илÿ представителĕ кирлĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-905-342-77-09. Çавăн пекех пластик чÿречесен производствипе юнашарах автомашинăсене юсассипе Автосервис пур, çакăнтах шиномонтаж ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.