25 января 2017 г.

Чăваш халăх поэчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх преми лауреачĕ Петĕр Хусанкай çуралса ÿснĕ çĕршыв Тутар Республикин Элкел районне кĕрет. Тăван ялĕ - Сиктĕрме. Халĕ вăл Хузангаево ятпа çÿрет. Çапла хисепленĕ ентешĕсем паллă поэта.
Ялхуçалăхне аталантарса пынипе палăрать кунти тавралăх. Хура тăпраллă хир-çаранра тыр-пулĕ те, утти-курăкĕ те аван çитĕнет, çавăнпа выльăх-чĕрлĕх нумай çитĕнтереççĕ. Çапла майпа ял çыннийĕ пурнăçа ăнтарса пырать. Çывăхра пысăк промышленноç предприятийĕсем çук, аслă çулсем те аяккарах, çапах та Сиктĕрмере пурнăç вĕресе кăна тăрать. Кунта "Хузангаевский" агрокомплекс вăйлăн аталанса пырать. Мĕншĕнни паллă: "Звениговский" совхоз /Мари Элта вырнаçнă хуçалăха халăх предприятийĕ те теççĕ - В.Ц./ председателĕнче Сиктĕрмере çуралса ÿснĕ Иван Казанков ĕçлет. Вăл йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ентешĕсене хăй хÿттине илнĕ. Хальхи вăхăтра кунти хуçалăхра 3,5 пин ĕне выльăх усраççĕ, çывăх çулта 10 пин выльăх усрамалăх вите хута каймалла. Сăмах май каласан, Петĕр Хусанкайăн чăн хушамачĕ - Казанков.
Сиктĕрме тавралăхĕ питĕ хитре. Йĕри-тавра чăваш ялĕсем: Хăрата, Хулату, Чăваш Пăрнайĕ, Анатри Çĕньял, Тури Çĕньял. Ку тăрăха чăвашсем Хаяр Иван Хусана парăнтарнă хыççăн килме пуçланă. Сăлтавĕ те паллă: Атăлçи Пăлхар патшалăхне аркатса тăкнă хыççăн пăлхар-чăвашсен тĕпленнĕ вырăнтан тарса тухса Çавалпа Энĕш таврашне çитсе вырнаçма тивнĕ. Паллах, кунта та вĕсем ялĕсене йĕркелесе янă, йăх-ăру аталанăвне малалла тăснă. Çапах та малтанхи тăван çĕршывне манман, анчах каялла таврăнасси виçĕ ĕмĕр иртмесĕр те пурнăçланайман.
Хаяр Иван патша Хусана илессишĕн çапăçнă вăхăтра ăна пулăшакансем хушшинче чылай чăваш пулнă. Вĕсенчен Питтăпай турхан ячĕ историе кĕрсе юлнă. Кун пирки В. Дмитриев историк "Исторические предания чуваш" кĕнекинче асăнать. Питтăпай сăнарĕ Халăх сăмахлăхĕнче те ÿкерĕннĕ:
Питтăпай ачисем
Ялан симĕс атăллă.
Питтăпайăн кинĕсем
Ялан кĕмĕл сулăллă.
Питтăпайăн хĕрĕсем _
Шĕлтĕр укçа умĕсем.
Иван патша Питтăпая хальхи Сиктĕрме тăрăхне куçса килме ирĕк парать. Пулăхлă, вăрманлă, шыв-шурлă тавралăх Турхана килĕшнĕ. Паллах, хăйĕн мăн аслашшĕсен тăван çĕршывне таврăнасси те илĕртнĕ ĕнтĕ. Вăл кунта ял пуçласа ярать, хăйĕн ăрăвне хальхи Чăваш Енри Çавал тăрăхĕнчен куçарса килет. 16-мĕш ĕмĕрти документсенче çак ял Иштубаево ятлине палăртнă. Халăх сăмахлăхне, ăруран ăрăва куçакан истори факчĕсене шута илсен, Иштупай /Питтăпай/ ялĕ XVI-мĕш ĕмĕрĕн çурринче пуçланса кайнă теме пулать.
Ял лайăх вырăнта вырнаçнăран часах çĕкленсе каять. Халăх йышĕ ÿсет. Анчах аслă çул çинчи ялта час-часах лашмансем /вăрман касакансем/ чарăннă, вĕсем хресченсене хĕсĕрленĕ, пурлăхне çаратнă. Хресченсем чăтаймасăр тĕрлĕ çĕрелле саланса çĕнĕ ялсем пуçласа яраççĕ. Малтанхи ял вырăнĕ Кивĕ ял ятпах паянчченех сыхланса юлнă. Сиктĕрмесем çак вырăнтан хĕвел анăçнерех "сиксе" ларнă пулать, çавăнпа ял ятне Сиктĕрме ят панă мĕн. Хальхи вăхăтра çак ялăн паянхи вăхăтшăн пурте пур: çĕнĕ шкул çурчĕ, киввинче - Петĕр Хусанкая халалланă музей, илемлĕ те капмар культура çурчĕ, асфальт сарнă çулпа Аслă Пăлхар хулине, Хусана тата ытти çĕре çăмăллăнах çитме пулать. Ял çыннисемшĕн ĕç вырăнĕсем юнашарах. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай Вăрмарсемпе туслă пулнă. Вăл Хусан хулинчен Шупашкара куçса килсен "Сунтал" журнал редакцийĕнче ĕçлекен Григорий Алентейпе /Кĕтеснер чăвашĕ/ çывăх паллашать. Паллă журналист çамрăк сăвăçа литература "картишне" кĕме пулăшнине палăртмалла. Хусанкай Кавал ялĕнчен тухнă Михаил Юрьевпа туслă пулнă, Туркмени тăрăхĕнче пĕрле çулçÿревре пулнине поэт ăшшăн аса илсе çырса кăтартнине вуласа савăнатпăр. Исаев Мĕтрипе те çывăх тăнă çамрăк Хусанкай. Тепĕр чухне Кавал çыравçи Сиктĕрме чăвашне ăш-пиллĕн критиклесе те илкеленĕ, сăввисенчи йăваш вырăнсене тĕллесех кăтартнă. Хăй те тÿррĕн калама юратакан Хусанкай куншăн кÿренмен. Кавал ялĕнче çитĕннĕ Р.Ананьева /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ/ Хусанкайсемпе /поэт мăшăрĕ СССР халăх артисчĕ В.Кузьмина/ туслă пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă темине поэт «Таня», «Çĕнтерÿ юрри» поэмисенче, «Аптракан тавраш» сăвăлла романĕнче çутатнă.
П.Хусанкайăн поэзийĕнче ытларах «Кун-çул тÿпинчен», «Вăхăт туйăмĕ», «Сиктĕрме», «Чăваш çĕршывĕ» сăввисем палăраççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Цыфаркин.