АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев - çынсен пурнăçне лайăхлатасси

25 января 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тухнă Çырура  республикăн экономикипе социаллă аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. 

Иртнĕ çул пирĕн регионшăн тухăçлă çул пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев палăртнă тăрăх, экономика аталанăвĕнче, промышленноç сферинче, ялхуçалăх отраслĕнче пирĕн ÿсĕмсем курăмлă. Сăмахран, иртнĕ çул пысăк тухăçлă 2700 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Социаллă сферăна пулăшу парас енĕпе 7 миллиард тенкĕ ытла хывнă. Çавăн пекех «Сывлăх» наци проекчĕ те ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Ача çураласлăхĕ те çулран-çул ÿсет, çавна май нумай ачаллă çемьесен йышĕ хушăнни те /2017 çул тĕлне 11,5 пин нумай ачаллă çемье/ савăнтарать. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă май, нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу памаллине, çемье институтне çирĕплетмеллине каларĕ. Ăс-хакăл, чунлăх енĕпе пĕрле пулсан, чăваш халăхĕн ырă йăлисене тытса пырсан, килĕшÿпе тăнăçлăха упрасан кăна пур енĕпе те ăнăçу пулать. 
«Сывлăх - чи хаклă мул», тетпĕр. Ялта тĕпленсе пурăнакансем валли хальхи вăхăтра çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕсем уçни чăн-чăн пысăк парне темелле. Çавна май Михаил Игнатьев çитес çулсенче республикăра тата тепĕр 75 модульлĕ ФАПсем хута ямалли çинчен каланине ырласа йышăнатăп. 
«Вĕрентÿ» наци проекчĕ пирĕн республикăра ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Унпа килĕшÿллĕн 2020 çул тĕлне 11 ача сачĕ, 2025 çул тĕлне 33 шкул хăпартмаллине палăртрĕ М.Игнатьев. Пуласлăхăн тĕп шăнăрĕ вара - ачасенче, çамрăксенче, вĕсен аталанăвĕнче. 
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех экономика, ялхуçалăх отраслĕсен аталанăвĕн ÿсĕмĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул республикăра промышленноç производствин индексĕ 107,6 процентпа танлашнă. Чăваш Енри предприятисем инноваци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе - малтисен ретĕнче. Тĕп тĕллев - республикăна инвестици хывас текенсем майлă ырă витĕм кÿресси. Çак çулпа малаллах ĕçлеме палăртрĕ М.Игнатьев. Вăл Япони компанийĕсен пуçлăхĕсемпе Чăваш Ен агробизнесне инвестици хывса производство пуçласа ярас ыйтăва малалла аталантармалли çинчен те каларĕ. Çавăн пекех пирĕн тăрăхра туса кăларнă хăш-пĕр продукци Китай рынокĕнче вăй илсе пынине те асăнса хăварчĕ. 
Ялхуçалăх отрасльне аталантармалли çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акса-лартса илнисĕр пуçне хăмла культурине ытларах туса илмеллине те палăртса хăварчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе кашни муниципалитетăн тăрăшса ĕçлемеллине каларĕ. Çамрăк ăрăва ялхуçалăх ĕçне ытларах явăçтарас тĕллевпе районти кашни муниципалитетра агроклассем йĕркелемеллине те палăртрĕ. 
2017 çул - Раççейре экологи çулталăкĕ. Михаил Васильевич экологи воспитанийĕн пĕлтерĕшĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çитĕнекен ăрушăн йывăç лартасси, çут çанталăка упрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван тавралăха упрасси кашнин тивĕçĕ. Эппин çутçанталăка пирĕн май пур таран упраса хăвармалла. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика