25 января 2017 г.
И.ДМИТРИЕВА, райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ:
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе кашни çулах тĕплĕн паллашатăп. "Чăваш Ен культури - чăваш çĕрĕ çинче мĕн авалтан туслăн та килĕштерсе пурăнакан 128 наци представителĕн хăйнеевĕр йăли-йĕркипе авалхи çураçуллă пĕрлĕхĕ", - тесе палăртать Михаил Васильевич. Глобализаци витĕмне пăхмасăрах хамăр ырă-йăла йĕркене, аслă ăрăвăн пуян культура еткерне сыхласа хăварма пултарнине асăнчĕ. Çакна 2016 çул Чăваш Енре - Ĕç çынни, Раççейре - кинематографи çулталăкĕнче пĕлтерĕшĕпе пуян мероприятисем иртни те çирĕплетсе пачĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр Чăваш Ен халăхĕсен съездне ирттерни тата ЧР территорийĕнче пурăнакан халăх представителĕсен Ассамблейине туса хуни, Халăхсен туслăхĕн çуртне уçни, кинозалсем уçăлни - пурте ырă пуçарусен пархатарлă тăсăмĕ пулнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе тăтăшах пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртрĕç. Районта пурăнакансем вĕсене çав тери активлă хутшăнчĕç. Паянхи кун Энĕшпуçĕнче 150 çын вырнаçмалăх культура çурчĕ тăвас ĕç пырать-ха. Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР территорийĕнче туризм аталанса пынине каларĕ, çакна географи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă вырнаçни те, илемлĕ çут çанталăк пулни те витĕм кÿреççĕ. Çавна май туристсен юхăмĕ те çулсерен анлăланса пырать. Вĕсене явăçтарма "Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем" пысăк инвестици проектне пурнăçлани пысăк витĕм кÿрет. Акă 2014 çултан тытăнса ăна пурнăçлама 1 млрд ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Пирĕн районта та вĕрентÿ туризмĕ аталанса пынине палăртмалла. Ку енĕпе ача-пăчан ÿнер çурчĕн ĕçченĕсем тăрăшса вăй хураççĕ.
Н.НИКОЛАЕВ, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев кашни çĕнĕ çула кĕрсенех ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухать. Чи малтанах мана республикăшăн пĕлтерĕшлĕ Çырăва общественноçа явăçтарни, халăх шухăшне тĕпе хурса никĕслени килĕшет. Çырупа пурте тĕплĕн паллашатпăр та çулталăкра мĕн ĕçлемеллине палăртса хуратпăр. Вăл пирĕн ĕç кунĕн блокночĕ пекех. Михаил Васильевич кăçал та тĕрлĕ сферăри чылай ыйтусене тапратрĕ. Чăваш Республикинче чăннипех те пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернĕ, ирттереççĕ те. Çырура мĕнле ĕçлемелли тĕллевсем паллă. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайне ертсе пынă май мана ытларах çак сферăри малашлăх тĕллевĕсемпе кăтартăвĕсем çинчен калани кăсăклантарчĕ. Вăл Чăваш Енре усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли пирки чарăнса тăчĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе эпир те чылай вăй хутăмăр. Акă, иртнĕ çул кăна 1304 гектарпа туллин усă курма тытăнтăмăр. Ял тăрăхĕсенчи администрацисем хуçисем çук çĕр пайĕсене хăйсем çине илсе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсене нумай çуллăха арендăна парассине те йĕркелеççĕ. Инвесторсене явăçтарас енĕпе те тĕллевлĕн вăй хуратпăр. Çапла вара çынсем валли ĕç вырăнĕсем те тупăнаççĕ.
Н.ИВАНОВА, район администрацийĕн тĕп специалист эксперчĕ, тĕп архитекторĕ:
Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Михаил Васильевич 2016 çул Чăваш Енри строительство отраслĕшĕн ансатах мар пулнине палăртрĕ. Республикăра пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕсем 24 процента çити сахалланчĕç. Пирĕн районти «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» АХО 2016 çул пуçламăшĕнче йывăрлăхсене тÿссе ирттерчĕ.
«Республикăн пур пек пĕтĕм пуянлăхĕ - хăйăр, гипс, трепел, вăрман тата çут çанталăкăн ытти ресурсĕ - лайăх пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса шутланакан строительство материалĕсем туса кăларма каять. Строительсене мĕн кирли Чăваш Енре йăлтах пур! 2017 çул çынсене ишĕлекен çурт-йĕр фондĕнчен урăх вырăна пурăнма куçармалли программăпа тата тимлĕрех ĕçлеме хистет. Хальхи вăхăтра республикăра 9 пин те 570 çынна е куçарма палăртнисен 74 процентне урăх вырăна пурăнма куçарнă. 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне программăна тулли калăпăшпа пурнăçламалла», - терĕ М.Игнатьев. Пирĕн районта вара район администрацийĕ, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» АХО çине тăрса ĕçленипе çак программа туллин пурнăçланнă, ăнăçлă вĕçленнĕ. Районти пĕтĕмĕшле 35 авариллĕ çуртра 146 çемье ?404 çын/ пурăннă. Авариллĕ, пурăнма юрăхсăра тухнă çурт-йĕртен граждансене пурне те куçарнă. Çак тĕллевпе района 156 миллион укçа-тенкĕ уйăрнă пулнă. 2019 çулта пирĕн тĕп хуламăр - Шупашкар - 550 çул тултарать. 2020 çулта вара Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине паллă тăватпăр. Юбилей уявĕсем умĕн планетари уçăлни тепĕр паллă пулăм пулса тăрĕ. Ăна Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ - Андриян Григорьевич Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче çĕклесе лартĕç. Республикăра çулсеренех çĕнĕ çурт-йĕр, ача сачĕсемпе шкулсем хăпартнисĕр пуçне планетари строительстви те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Источник: "Урмарская районная газета"